Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче пӗрле ӗҫлесси пирки черетлӗ килӗшӳ алӑ пусрӗҫ

Хальхинче тӗллевӗсене документпа Обществӑлла сӑнав штабӗпе ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен республикӑри Ассоциацийӗ тата "Раҫҫейри халӑхсен Ассамблейин" регионти пӗрлешӗвӗ ҫирӗплетрӗҫ. 

Килӗшӳ алӑ пуснӑ енсем пӗлтерӗшлӗ утӑмсене канашласа тума, иккӗленӳллӗ самантсене тӗплӗн тишкерме, пӗрле тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттерме, информаципе улшӑнса тӑма палӑртнӑ. Ҫапла майпа Раҫҫей гражданӗсен суйлаври прависене хӳтӗлеме, сасӑлава таса та йӗркене тӗпе хурса ирттерсе яма. 

Алиса Александрова, Светлана Позднякова, Игорь Ульянов