Вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ тӗле кӑмӑла ҫемҫетекен ырӑ хыпар

Канаш тӑрӑхӗнчи Вырӑскас Пикшихре пурӑннӑ Василий Павлов фронтовикӑн тӑванӗсем салтакӑн вил тӑприне шыраса тупнӑ. Унӑн пӗр пайне тӑван ялне илсе килсе масар ҫинче асӑну вырӑнӗ турӗҫ.

Василий Павлов салтак ку таранчченех хыпарсӑр ҫухалнисен йышӗнче пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлес тесе тӑванӗсем ӑҫта кӑна ҫитмен пуль. Василий Павлович фронта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан тепӗр кунах тухса кайнӑ. Тӑшмана хирӗҫ Ленинград фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Малтанах Совет ҫарӗнче хӗсметре пулнӑскер фашиста вирлӗн тӗп тунӑ. 44-мӗш ҫулти пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вӑл Эстонири Метсавахт ялне ирӗке кӑларнӑ чух хыпарсӑр ҫухалнӑ. Каярахпа вырӑнти халӑх ун виллине тупса ял пуҫӗнче пытарнӑ. 70-мӗш ҫулсенче вара уйрӑм вилтӑприсенчи салтак шӑммисене тӑванла вилтӑприсене куҫарнӑ. Ҫапла, Василий Павлов ытти паттӑрсемпе пӗрле Кохтла-Ярски районӗнчи Синимяэ поселокӗнче канлӗхне тупнӑ. Анчах та, тӑванӗсене салтак пирки нимле хыпар та пӗлтерекен пулман. Нумаях мар Раҫҫейри ветерансен союзӗн Чӑваш енри уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ Василий Лаврентьев фронтовик пирки паха информаци шыраса тупнӑ, салтака ӑҫта пытарнине пӗлнӗ. Халӗ вара унтан ятарласа тӑпра илсе килнӗ. Ӑна Василий Павловӑн ашшӗн вил тӑприйӗ ӑшне чавса чикрӗҫ. Кунтах фронтовик ячӗпе палӑк лартнӑ.

Алексей Енейкин, Святослав Петров