Туса пӗтермен ҫул тепӗр хут япӑхса кайнӑ

Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнчи Маяковски урамӗнче кӑҫал халӑх пуҫарӑвӗн программипе ҫул тума пуҫланӑ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче сарса пӗтермелле пулнӑ. Анчах ӗҫ вӑраха кайнӑ. 

Вӑрманкас Пайкилт ялӗнчи Маяковски урамӗнче пурӑнакансем кунта хытӑ сийлӗ такӑр ҫулпа нихӑҫан та утса курман. Йӗпе-сапара яланах пылчӑк ҫӑрнӑ. Кӑҫал халӑх пуҫарӑвӗн программипе тинех ҫул тума йышӑннӑ. Унӑн тӑршшӗ - пӗр ҫухрӑм ҫурӑ. Хакӗ 2 миллион та 60 пин тенкӗ ытла. Укҫан 10 процентне - 280 пин тенкине - ялта пурӑнакансем пухнӑ. Строительсем ӗҫе пуҫӑнсан халӑх тинех ҫул пулать тесе хӗпӗртенӗ. Анчах савӑнӑҫ нумая пыман - объекта вӑхӑтра хута ярайман. Туса пӗтермен ҫулпа техника ҫӳренӗрен урам варринче пылчӑк ҫӑрӑлма пуҫланӑ. 

Алена Артемкина, Михаил Солин