103 ҫул каялла ҫак чиркӳре тӗне кӗнӗ салтака юлашки ҫула та кунтанах ӑсатаҫҫӗ. 1917-мӗш ҫулта Антипинка ялӗнче кун ҫути курнӑ Василий Меньшов тӑван тӑрӑхпа 1938-мӗш ҫулта сывпуллашнӑ. 3 ҫул совет ҫарӗнче хĕсметре тӑнӑ хыҫҫӑн салтакӑн килне таврӑнмалла пулнӑ, анчах вӑрҫӑ тухнӑ. 24 ҫулти Василий тӑшмана хирĕç çапăçма пуҫланӑ, Мускава хӳтӗленӗ. 1943-мӗш ҫулта аслӑ сержант Беларуҫри хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Унтах паттӑрсен вилӗмӗпе ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ.
Василий Меньшов шӑмми-шаккине шыравçăсем иртнĕ уйӑхра Витебск облаҫӗнчи Лиозна районӗнче тупнӑ. Шырав батальонӗшӗн ҫакӑ пысӑк кӗтменлӗх пулнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем 38 салтак шӑммине чавса кӑларнӑ. анчах та пӗртен-пӗр Василий Меньшов ятне кӑна палӑртма пултарнӑ.
Алексей Енейкин