Специалистсене яла илӗртмелли мел

Патшалӑх программипе килӗшӳллӗн ялсене е 50 пинрен сахалрах ҫын пурӑнакан хуласене ӗҫлеме каякан учительсем, тухтӑрсем, культура тытӑмӗнче тӑрӑшакансем пӗр миллион тенке тивӗҫеҫҫӗ. Килӗшӳ тӑрӑх вӗсен унта 5 ҫул ӗҫлемелле пулать. Чӑваш Енре ҫак пулӑшупа епле усӑ курнине Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура  пӗтӗмлетрӗҫ.  

"Земство тухтӑрӗ" программа ҫӗршывра 2012-мӗш ҫулта вӑй илнӗ. Каярах патшалӑх пулӑшӑвӗпе фельдшерсемпе акушерсене, медицина сестрисене те тивӗҫтерме йышӑннӑ. Вӗсене 500 пин тенкӗ параҫҫӗ. Врачсене - пӗр миллион тенкӗ. Тӳлеве пӗр хутчен уйӑраҫҫӗ. Хальччен республикӑри ял тӑрӑхӗсене пин те 32 медицина специалисчӗ ӗҫлеме кайнӑ. Патӑрьел район больници кӑҫал кӑна 6 ҫамрӑк тухтӑра йышӑннӑ. Унчченхи ҫулсенче килнисем те чылаййӑн.  

Кӑҫал земство программисемпе 81 ҫын усӑ курнӑ, вӑл шутран 52-шӗ - тухтӑр. - Патшалӑх укҫине илекенсен йышӗ ҫитес ҫул та кӑҫалхинчен пӗчӗк пулмӗ, - пӗлтерчӗ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Лариса Тарасова.  

2020-мӗш ҫултанпа Чӑваш Ен "Земство учителӗ" программӑна та хутшӑнать. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров палӑртнӑ тӑрӑх, ҫултан ҫул унпа кӑсӑкланакансен шучӗ ӳссе пырать. Енчен те маларах конкурса 40-е яхӑн  заявка килнӗ пулсан, кӑҫал 50 ытла. Ытларах вырӑс, ют чӗлхе, математика, физика, истори, обществознани тата кӗҫӗн классен учителӗсем кирлӗ. Программӑна хамӑр республикӑри кӑна мар, Раҫҫейӗн ытти регионӗсенчи вӗрентекенсем те хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш Ене Архангельск, Саратов облаҫӗсенчен, Удмурт, Кабарда-Балкар республикисенчен ӗҫлеме килнӗ. Хӑш-пӗр муниципалитет педагогсене пурӑнмалли кӗтеспе те тивӗҫтерет. Ҫамрӑк специалистсем шалусӑр пуҫне пӗрремӗш виҫӗ ҫулта пӗр хут паракан хушма тӳлевсем илсе тӑраҫҫӗ.  "Земство учителӗ" программӑпа пирӗн республикӑра 40 ҫын ӗҫе вырнаҫнӑ.

Кӑҫалтан культура тытӑмӗнче тӑрӑшакансем те миллион тенке тивӗҫме пултараҫҫӗ. 2025-мӗшӗнче ӑна 8 ҫынна панӑ. 4-шӗ -  ялти клубсенче, 3-шӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗсенче тӑрӑшаҫҫӗ. Шуршӑлти Космонавтика музейне те ҫӗнӗ специалист килнӗ. Ҫитес ҫул  патшалӑх программипе Чӑваш Енри ялсенчи культура тытӑмне тепӗр 20 специалиста илӗртме палӑртнӑ. Ӗҫ вырӑнӗсем клуб заведующийӗсем, пултарулӑх ушкӑнӗсен ертӳҫисем,  аккомпаниаторсем, балетмейстерсем валли пур.  

Вӗренӳпе сывлӑх сыхлавне, культура тытӑмне специалистсемпе тивӗҫтересси пӗлтерӗшлӗ ыйту. Ӑна пысӑк тимлӗх уйӑрмаллине палӑртрӗ Правительство ертӳҫи Сергей Артамонов. Ҫавна май яваплӑ министерствӑсене земство программисене тӗплӗнрех тишкерсе тухма, вӗсен тухӑҫлӑхне ӳстерме тата мӗн тумаллине палӑртма хушрӗ.

Екатерина Фомина, Виктор Степанов