Нефть тӑкӑнса кайни пирки чи малтан ГЭС пуҫлӑхӗсене тата васкавлӑ службӑсене пӗлтерчӗҫ. Кӗтме вӑхӑт ҫук. Лару-тӑрӑва алла илмесен, электричествӑсӑр Чӑваш Енри тата ытти регионти пин-пин объект юлма пултарать. Ҫавӑнпа та авари пулнӑ вырӑна гидроэлектростанцинче тӑрӑшакансем васкаҫҫӗ. Кунта ҫӑлавҫӑсен ушкӑнне йӗркеленӗ. Кашни виҫӗ ҫулта вӗсем ятарлӑ центӑрта пӗлӳ илсе аттестаци витӗр тухаҫҫӗ. Алексей Блохин, тӗслӗхрен, пӗрлешӗве кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтерт. Паян вӑл - ҫалавҫӑсен ушкӑнӗн командирӗ.
ГЭС ӗҫченӗсем юхса тухнӑ хутӑша пуҫтармалли хатӗр ӑсталаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах авари пулнӑ вырӑна хӑйӑрпа сапаҫҫӗ. Шар курнисене пулӑшма васкаҫҫӗ. Сӑмах май, ку станци - пӗлтерӗшлӗ объект. Ун урлӑ ГЭС ытти регионсене ҫутӑпа тивӗҫтерет. Уйрӑмах Уралпа Раҫҫейӗн тӗп пайне пӗрлештерет. Кунтах нефть хутӑшӗн управӑшӗ те пур.
Паллах, профессионал ҫӑлавҫӑсемсӗр инкеке сирме май ҫук. Энергетиксене пулӑшакансем - "Регион Спас" пӗрлешӳ. Вӑл пӗлтерӗшлӗ производствӑсене тимлесе тӑрать. Вунӑ ҫул хушшинче ҫӗре яхӑн тӗрлӗ аварие тӗп тума хутшӑннӑ. Вӗренӳ сценарине Шупашкар ГЭСӗ чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Управленийӗпе хатӗрленӗ. Ҫӑлавҫӑсен ӑсталӑхне ҫулӑмпа та тӗрӗслерӗҫ.
Хӗрлӗ автана лӑплантарма вут-ҫулӑма хирӗҫ кӗрешекенсем ҫитрӗҫ. Вӗренӳ мӗнле пынине тӗрлӗ ведомство ертӳҫисем сӑнарӗҫ. Васкавлӑ службӑсем хӑйсен тивӗҫне ҫӳллӗ шайра пурнӑҫларӗҫ, терӗ Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Владимир Абашин. Ҫакӑн пек пӑтӑрмахран сыхланас тесе, предприятире оборудованине ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Сӑмах май, кӑҫал электричество валеҫекен станци хӑйӗн ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать - 45 ҫул.
Вероника Павлова, Святослав Петров