Республикӑра шывра путнисен шучӗ ӳснӗ

Инкек ятарласа хатӗрлемен вырӑнсенче сиксе тухать.

Тӗнчипе алхасакан чире пула шыва кӗмелли тапхӑра йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен уҫма май килмен. Ҫав вӑхӑтрах республикӑри хуласенче 13 пляж, ял тӑрӑхӗсенче шыва кӗмелли 86 вырӑна хатӗрленӗ. Кӳлӗ, ҫырма, юханшыв таврашӗнче хальлӗхе канма ирӗк паман. Апла пулин те ҫуллахи шӑрӑхра халӑх ытларах шыв хӗррине туртӑнать. Ҫӑлавҫӑсем пляжсенче сыхӑ тӑраҫҫӗ, инкекӗ вара чылай чухне ятарласа йӗркелемен вырӑнсенче тухать. 

 

Алиса Александрова, Никита Углев