Ҫак пулӑшу майӗсем пирки республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви ятарлӑ йышӑну кӑларнӑ. Куҫса килнӗ ҫынсен ку тӳлевсене илес тесен, нумай ӗҫ тӑвакан центрта е Строительство министерствинче заявлени ҫырмалла.
Тепӗр пулӑшу тӗсне Чӑваш Республикинчен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксен тата мобилизациленӗ ҫынсен пурӑнмалли майӗсене лайӑхлатас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Хальхи вӑхӑтра Республика правительствинче мобилизацие лекнисене тата вӗсен тӑванӗсене хушма ҫӑмӑллӑхсемпе тиӗҫтерес енӗпе тимлеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри ҫул ҫитмен пилӗк е унтан ытларах ача ҫитӗнекен, ҫав вӑхӑтрах ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелли черетре тӑракан ҫемьесене пырса тивет. Унсӑр пуҫне ҫар операцине хутшӑнакансене Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗн тара илнӗ хваттерне туяннӑ чухне отсрочка пама е вӑхӑтра тӳлеменшӗн пенисенчен хӑтарма палӑртаҫҫӗ.
Оксана Верликова, Игорь Ульянов