Пирӗн телерадиокомпанире Республика Пуҫлӑхӗн ҫамрӑксен политикин управленийӗн ертӳҫи Иван Филиппов пулчӗ

Вӑл хӑнана кӑмӑллӑ сӑлтавпа килчӗ. Пирӗн ӗҫтешсене пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫнине ҫирӗплетекен сертификатсем пачӗ. 

Иван Филиппов малтанах республикӑра ҫамрӑксен политикин енӗпе тӑвакан ӗҫсемпе тата тӗллевсемпе паллаштарчӗ. Малӗмӗтлӗ яшкӗрӗмшӗн аталану валли яланах ҫул уҫӑ пулнине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех хастарсен йышне пирӗн икӗ ӗҫтеше кӗртме пулать. Шӑпах вӗсем ятарлӑ стипендие тивӗҫ пулнӑ. Вӗсенчен пӗри - телевидени корреспонденчӗ Алексей Енейкин, тепри - Чӑваш радио редакторӗ Елена Порфирьева. Иккӗшӗ те компанире 10 ҫул ытла тӑрӑшаҫҫӗ. Кашнин хӑйӗн кураканӗ тата итлекенӗ. Иккӗшӗ те ҫак стипендие иккӗмӗш хут илме тивӗҫ пулнӑ. 

Надежда Александрова, Вадим Владимиров