ГЭС ҫывӑхӗнче пулӑ тытма чарнӑ лаптӑк 4 ҫухрӑма тӑсӑлать. Апла пулин те ҫак йӗркене пӑхӑнман кимӗ куҫ тӗлне тӗл пулчӗ. Транспорт хуҫи пӗлмӗше печӗ. Арҫынна малтанлӑха асӑрхаттарнипе ҫырлахрӗҫ тӗрӗслекенсем. Чарнӑ тепӗр катерта 4-ӑн пыраҫҫӗ. Водителӗн вара ҫумӗнче удостоверенийӗ пулмарӗ. Вӑл ӑна манса хӑварнӑ иккен. Тӗрӗслекенсем права ялан пӗрле пулмаллине каларӗҫ, пирвайлӑха ҫирӗп асӑрхаттарчӗҫ. Хӑш-пӗр пассажир вара ҫӑлав жилетне тӑхӑнман тата ку хатӗр патшалӑх стандартне тивӗҫтермест.
10 ҫул тултарман ачасен шыв ҫинче ялан ҫӑлав жилечӗпе пулмалла. Ӑна вара тӗрӗс тӑхӑнни пӗлтерӗшлӗ, пур ҫыхӑна та ҫаклатмалла. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче йӗркене ҫирӗп пӑхӑнакансем те тӗл пулчӗҫ: ҫӑлав хатӗрӗсем йӑлтах пур, водитель прави те пӗрлех. Кану кӑмӑллӑ ирттӗр тесен хамӑрӑн яваплӑ пулмалла терӗҫ, вӗсем. Уйӑхне транспорт полицийӗпе пӗчӗк калӑпӑшлӑ кимӗсен патшалӑх инспекцийӗнче ӗҫлекенсем 50 яхӑн рейд ирттереҫҫӗ. Уйрӑмах пассажирсене лицензисӗр турттаракансене тупса палӑртассине тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра ҫакӑн пек ирӗк Шупашкар юхан шыв порчӗн кӑна пур. Ыттисем эппин саккунсӑр ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене ҫакӑншӑн административлӑ е уголовлӑ явап тыттараҫҫӗ.
Кимӗсемпе усӑ курмалли йӗркене пӑснӑшӑн, пассажирсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерменшӗн тепӗр 16 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн пекех пӗр шыв транспортне туртса илнӗ.
Диана Иванова, Виктор Степанов