Николай Павлович 12 ҫул каялла мӑшӑрӗн ялне - Тури Шурҫырмана куҫса килнӗ. Хӑй вӑл Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Арӑмӗн ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫран уйрӑлсан, кил пушӑ ан пултӑр тесе яла пурӑнма куҫнӑ вӗсем. Ҫурта ҫӗнетнӗ, хуралтӑсем тунӑ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме пуҫланӑ. Николай Павлович - Тури Шурҫырма ял старости. Ку тӑрӑхри историе тӗпчесен вӑл асӑну вырӑнӗ йӗркелеме шутланӑ. Ҫакӑнтан 18-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче айӑпланнӑ ҫынсем Ҫӗпӗре утнӑ. Ӑна халӑхра "Хурӑнлӑ ҫул е хурлӑх ҫулӗ" теҫҫӗ. Унтанпа нумай ҫул иртнӗ пулин те, ун йӗрӗ паянхи кун та упранса юлнӑ. Ҫул ӑҫта пулни лайӑх курӑнать. Историллӗ пулӑма асӑнса кунта Николай Мартынов хӑйне евӗрлӗ палӑк йӗркелеме шутланӑ.
Алена Артемкина, Святослав Петров