Хӑрушсӑрлӑх йӗркисем пирки тӑтӑшах асӑрхаттараҫҫӗ пулин те, шыв ҫинчи инкексен шучӗ ӳссех пырать

Шел пулин те, паянхи кун тӗлне 17 ҫын путса вилнӗ. Юлашки тӗслӗх Канаш районӗнче пулнӑ. Унта Асхва ҫывӑхӗнчи пӗвере 44 ҫулти хӗрарӑм шывран тухайман.

Иртнӗ канмалли кунсенче вара шывра харӑсах 4 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкексем Муркаш, Вӑрмар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Шар курнисем хушшинче ҫитӗннисем те, ҫамрӑксем те пур. Профилактика ӗҫне вӑйлатас тӗллевпе ҫӑлавҫӑсем ятарлӑ патруль йӗркеленӗ. Вӗсем урамсем тӑрӑх ҫӳресе хӑрушсӑрлӑх йӗркисене аса илтереҫҫӗ. Ятарлӑ вырӑнта кӑна шыва кӗмелли, тӳрех чӑмма юраманни пирки пӗлтереҫҫӗ. Эрех-сӑра ӗҫнисем уйрӑмах хӑрушлӑхра. Ҫӑлавҫӑсем халӑх йышлӑ пуҫтарӑнакан вырӑнсенче, ҫавӑн пекех суту-илӳ центрӗсенче пулаҫҫӗ. 

 

Леонид Петров, Игорь Ульянов