Ӗҫре те, канура та хастар

Ҫапла калама пулать Ҫӗрпӳ районӗнчи Тури Шурҫырма ялӗнче пурӑнакансем пирки. Вӗсем субботниксем, уявсем ирттереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пӗрлехи вӑйпа Ҫӗнтерӳ скверне йӗркеленӗ. Унта виҫӗ палӑк лартнӑ. 

Туришурҫырмасем обществӑлла ӗҫре хастар. Вырӑнти депутатпа Владимир Барышевпа ял старостин Николай Мартыновӑн пуҫарӑвӗсене кунта пурӑнакансем ырласа йышӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть пурте кар тӑрса Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансемпе тыл ветеранӗсене халалласа асану вырӑнӗ йӗркеленӗ. Иртнӗ ҫул кунта ҫарпа тинӗс флотӗнче пулнисене халалласа хисеп вырӑнӗ йӗркеленӗ. Ҫак астӑвӑм аллейи ҫамрӑксенче патриотизм туйӑмне аталантаракан вырӑн пултӑр, теҫҫӗ туришурҫырмасем. Кунта унччен ҫара вырӑн пулнӑ. Тӑватӑ ҫул каялла Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене асӑнса ял халӑхӗпе стелла йӗркеленӗ. Унта фронтра пулнисен ячӗсене ҫырнӑ.

Алена Артемкина, Святослав Петров