«Чувашия» патшалӑх телерадиокомпанийӗ патриотла юрӑсен конкурсне хутшӑнма йыхравлать

Чӑваш Енре патриотла юрӑсен республикӑри ача-пӑча конкурсӗ пуҫланчӗ. "Россия голосами детей" ятлӑ вӑл. Ӑна "Чувашия" патшалӑх телерадиокомпанийӗ регионти Культура министерстви тата Обществӑлла палата пулӑшнипе пуҫласа ирттерет. 

Конкурс ҫамрӑк юрӑҫсене пӗр сцена ҫинче пӗрлештерӗ. 3 номинаципе иртет вӑл: пӗччен юрлакансем, ансамбльсем тата хорсем. 7-рен пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ унта. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 4-мӗшччен электронлӑ почтӑпа йышӑнаҫҫӗ, адресӗ - экран ҫинче. Конкурс валли икӗ номер хатӗрлемелле, вӗсене видео ӳкерсе илсе ҫавӑн пекех заявкӑпа пӗрле ярса памалла. Финала тухнисем ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртекен гала-концерта хутшӑнӗҫ. Тӗплӗнрех пирӗн телерадиокомпани сайтӗнче пӗлме пулать.