Чӑваш радио ӗҫченӗсене юбилей ячӗпе Республика Пуҫлӑхӗ саламларӗ 

Чӑваш чӗлхине аталантарасси, наци кадрӗсем хатӗрлесси - ҫак тата ытти ыйтусемпе калаҫу пычӗ Чӑваш радио эфирӗнче пулнӑ кӑларӑмра. Унта Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата ытти хӑнсем хутшӑнчӗҫ. Калаҫӑва Чӑваш радио 95 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. Регион ертӳҫи ҫавӑн пекех эфирта нумай ҫул ӗҫлекенсемпе тӗл пулчӗ. 

Чӑваш радиора хӑйсен ӗҫне юратакан ҫынсем тӑрӑшаҫҫӗ. Кунсерен вӗсем итлекенсене вырӑсла тата чӑвашла кӑсӑклӑ кӑларӑмсемпе паллаштараҫҫӗ. Чылай ҫул ӗҫлекенсем ҫамрӑксене хӑйсен ӗҫ опытне парса пыраҫҫӗ. Олег Николаев Чӑваш радио итлесе ӳснине каларӗ. Кунта ӗҫлекенсене уявпа саламлама май тупӑнни уншӑн пысӑк чыс пулнине палӑртрӗ. Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене тата ветерансене Тав хучӗсем парса чысларӗ. 

Алена Артемкина, Михаил Солин