Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗ хӑйӗн ҫавра ҫулне паллӑ турӗ

Чӑваш телевиденийӗ йӗркеленнӗренпе 60 ҫул, Чӑваш радио кӑларӑмӗсем пирвайхи хут эфира тухнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ.

Пӗрремӗш кӑларӑмсенчен пуҫласах халӑх пурнӑҫне, унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе йывӑрлӑхӗсене туллин ҫутатса пынӑ телерадиокомпани вӑхӑт чуппинчен юлмасӑр аталанать, техника тӗлӗшӗнчен те тӗнчерен юлмасӑр ҫӗнелсе пырать. 

Паян "Чувашия" патшалӑх телерадиокомпанийӗ - Раҫҫейри чи пысӑк федераци медиахолдингӗн филиалӗ, ҫӗршыври 86 регионти ӗҫтешӗсемпе пӗр аслӑ ҫемьере. Уяв каҫӗнче журналистсемпе режиссерсене, кӑларӑм ертӳҫисемпе операторсене, ытти ӗҫченсене чи малтан Мускаври пуҫлӑх, ВГТРК-н регионти департаментӑн ертӳҫи Рифат Сабитов саламласа пултаруллисене чысларӗ, ветерансене ҫак ӑнӑҫуллӑ аталанакан компанин ӑсталӑх никӗсне хывнӑшӑн тав турӗ. Хальхи вӑхӑтра кунта 139 ҫын ӗҫлет. Пирӗн телевиденипе радио ӗҫченӗсем куллен ӑсталӑхне пысӑклатса пыраҫҫӗ, вӗсен ӗҫӗсем час-часах Раҫҫей шайӗнчи, Пӗтӗм тӗнчери фестивальсенче мала тухаҫҫӗ. Техника хатӗрӗсене тӑтӑш ҫӗнетсе пыни те кӑларӑмсен шайне ӳстерме пулӑшать. Сӑмах май, юлашки ҫулсенче компание модернизацилеме 200 миллион тенке яхӑн янӑ, чи ҫӗнӗ цифрӑллӑ хатӗрсем туяннӑ, студисене тӗпрен улӑштарнӑ. Ку саспа ӳкерчӗк пахалӑхне ӳстерчӗ, ӗҫе самай ансатлатса хӑвӑртлатма май пачӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та телерадиокомпани ӗҫченӗсене уяв ячӗпе тулли кӑмӑлпа саламларӗ. 

 

Марина Карягина, Вадим Владимиров, Игорь Ульянов, Владимир Синдеев