Чӑваш Енре Раҫҫей кунне анлӑн паллӑ турӗҫ

Халӑхпа, хӑнасемпе пӗрле ҫак кун пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа хутшӑнчӗ. 

Уяв ирӗ халӑха Ҫӗнтерӳ паркӗнче пуҫтарчӗ. Влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем, Шупашкар хӑнисем Ҫар мухтавӗн монуменчӗ умӗнче пуҫ тайса чӗрӗ чечексем хучӗҫ, тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене асӑнчӗҫ. Хӗрлӗ Тӳрем те ҫак кун савӑнӑҫпа, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑмпа, юрӑ-кӗвӗпе тулчӗ. Малтанах пухӑннисене уявпа регион ертӳҫи Олег Николаев саламларӗ. 

Раҫҫей кунне халалланӑ уявра чи сумлӑ та хисеплӗ, мухтава тивӗҫ хӑнасем - ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем. Олег Николаев вӗсене республика ятӗнчен тав туса фронтри паттӑрлӑхшӑн наградӑсемпе чысларӗ. Пирӗн ҫар ҫыннисем Руслан Валиуллинпа Алексей Адикин ҫӗршыв пуласлӑхне хӑйсен пурнӑҫӗнчен те мала хурса Хӑюлӑх орденне тивӗҫнӗ. Сапер пулнӑ Алексей ҫухрӑм ҫурӑ тӑршшӗ тӑсӑлакан уйри минӑсене сиенсӗрлетнӗ. 

Ҫулран-ҫула куҫса пыракан ырӑ йӑлапа Раҫҫей кунӗ 14 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксене пурнӑҫри пӗрремӗш документне пачӗҫ. Сцена ҫине тухма вӗренӳре, спортра палӑрнӑ, тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ 12 хӗрпе каччӑ тивӗҫрӗ.

Уяв кӑмӑлне халӑха пӗрлештерекен, хавхалантаракан, ҫӗршыва татах та юратма, хаклама хистекен концерт ҫӗклерӗ. Сцена ҫинче пурте пӗлекен, кӑмӑллакан, чуна хумхатакан юрӑсем янӑрарӗҫ. 

Алиса Александрова