Ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫланӑ кашни салтак мухтавлӑ

Республикӑра ҫарпа патриотла ӗҫ-пуҫ уйӑхлӑхӗ малалла пырать. Ӑна ҫулсерен нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халаллаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра уяв ячӗпе савӑнӑҫлӑ пуху паян Чӑваш патшалӑх филармонинче пулать. Унта ҫар ҫыннисем, вӑл шутра ятарлӑ операцие хутшӑнакансем, ветерансем пуҫтарӑнаҫҫӗ. 

Ҫак кунсенче ҫавӑн пекех Совет ҫарне Афганистанран кӑларнӑранпа 34 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май кашни муниципалитетрах тӗл пулусем иртрӗҫ. Тавайсем интернационалист салтаксене хисеп туса районти культура ҫуртне пухӑнчӗҫ. 

Малтанах Тӑвайӗнчи Мухтав монуменчӗ умӗнче митинг иртрӗ. Пухӑннисем Афганистан вӑрҫинче пулнӑ салтаксене хисеплесе палӑк умне чечексем хучӗҫ. Унтан ӗҫ-пуҫ культура ҫуртне куҫрӗ. Сцена ҫине ветерансем тухса калаҫрӗҫ. Вӗсене залра пухӑннӑ шкул ачисем тимлӗ итлерӗҫ. Офицерсем шкулта вӗренекенсене ҫарти кун-ҫула аса илсе каласа пачӗҫ. Асӑну каҫӗнче ҫавӑн пекех Чечен вӑрҫин ветеранӗсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисем пулчӗҫ. Вӗсем те ачасемпе калаҫу ирттерчӗҫ.

Афганистан вӑрҫи 1979-мӗш ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 1989-мӗш ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшчен пынӑ. Чӑваш Енрен унта 4 пин те 500-е яхӑн салтак хутшӑннӑ. 115-шӗ пуҫ хунӑ, 4-шӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Тӑвай тӑрӑхӗнчен 158-ӑн интернационаллӑ тивӗҫе пурнӑҫланӑ. 3 салтак пурнӑҫран уйралнӑ. Тӗрлӗ вӑрҫӑ-харҫӑра пуҫ хунӑ салтаксене тавайсем ура ҫине тӑрса асӑнчӗҫ. 

Алена Артемкина, Евгений Макеев