Виҫӗ тӗслӗ ялав - патшалӑхӑн тӗп символӗсенчен пӗри. 75 метр тӑршшӗ, 50 метр сарлакӑш ялава тӑвас ӗҫ 2 ҫул пынӑ. Пӗлтӗр республикӑри ҫамрӑксем ӑна пӗр пин ҫурӑ тӑваткал метрлӑ ӑсталанӑ. Кӑҫал вара тепӗр икӗ хута яхӑн пысӑклатнӑ. Раҫҫей кунӗ умӗн ку ялав Чулхула, Хусан, Ҫыр Чаллӑ, Самар, Пермь, Пенза хулисенче пулнӑ.
Ялава сарма Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата ытти хӑнасем хутшӑнчӗҫ. Вӗсемпе пӗрле ҫак сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫре Чӑваш Енри 700 ытла ҫамрӑк пулчӗ. Вӗсем пурте ҫӗршыв патриочӗсем, унӑн пуласлӑхӗшен кар тӑракансем.
Республика Пуҫлӑхӗ пуҫтарӑннисене саламланӑ май, ҫак уявра Раҫҫей ҫӗршывӗн сумне ҫӳлтен-ҫӳле ҫӗклесе аталантарассине пысӑк тӳпе хывнӑ паттӑрсене аса илнине, вӗсен ӗҫне малалла тӑсма талпӑннине пӗлтерчӗ.
Оксана Верликова, Андрей Шоклев