Ҫӗрпӳ районӗнчи куснарпуҫсем уява пухӑнчӗҫ 

Ялӗ пысӑк мар пулин те, кунта ҫуралса ӳссе ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне саланнисем сахал мар. Ҫавӑнпа вӗсем пӗрле пуҫтарӑнма май пурришӗн питӗ хӗпӗртеҫҫӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Куснарпуҫӗнче ял уявӗ иртрӗ. Ӑна 4 ҫул йӗркелеме май килмен. Ҫавӑнпа вӑл хальхинче уйрӑмах шавлӑ пулчӗ. 

Документсенче Куснарпуҫ ялӗ пирки пӗрремӗш хут 1867-мӗш ҫулта асӑнни пур. 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче кунта 175 ҫын пурӑннӑ. Паян вара 30 яхӑн кил-ҫурт. Сахал ҫын пурӑннине пӑхмасӑр, ял уявӗ яланах шавлӑ иртет. Ӑна йӗркелекенӗсенчен пӗри - Куснарпуҫӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускаври "Сыны Отечества" офицерсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Иван Николаев. Нумай ҫул аякра пурӑнать пулин те вӑл тӑван тӑрӑха манмасть. Унӑн сӑмахӗпе, пӗрле пулнине нимӗн те ҫитмест. Уяв тӗлне ял-йыш урамсене тирпейленӗ, тӗп лаптӑка йӗркене кӗртнӗ. Сӗтел тулли ӗҫмелли-ҫимелли хатӗрленӗ. Тӗл пулура ял аталанӑвӗшӗн тӑрӑшакансене хисеп хучӗсемпе тата тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗҫ. Артистсем пухӑннисене юрри-ташшипе хавхалантарчӗҫ. Хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм Куснарпуҫӗнче каҫкӳлӗмченех хуҫаланчӗ. 

Леонид Петров, Святослав Петров