Пӳрне вӗҫӗнчен пуҫласа пуҫ мими таранах аталантарма май паракан ҫут ҫанталӑк материалӗ

Тӑмпа ӗҫлени уйрӑмах сусӑрсемшӗн усӑллӑ. Шупашкарти ача-пӑча реабилитаци центрӗнче "Асамлӑ тӑм" ятпа ӑсталӑх лаҫҫи уҫӑлчӗ. 

Центрта кунсерен 100 ытла ача тӗрлӗ енлӗ пулӑшу илет. 30 ытларахӑшӗ стационар меслечӗпе пурӑнать кунта. Вӗсен тавракурӑмне аталантарма, сывлӑхне ҫирӗплетме майсем ҫителӗклӗ. 

Специалистсем хатӗрленӗ проекта Раҫҫей ача-пӑча ыркӑмӑллӑх фончӗ укҫа уйӑрнӑ. Ҫак ӗҫ пӳлӗмне йӗркелесе ҫитерме пӗр миллион тенке яхӑн кирлӗ пулнӑ. Мӗн пулса тухни педагогсене те, ашшӗ-амӑшне те, ачасене те туллин тивӗҫтерет. Тӑм савӑт-сапа ӑсталамалли ҫаврака та пур мастерскойра. Унпа ӗҫлеме ансат мар. Харӑсах физика пӗлӗвне те, тимлӗхне те, ачасен ытти хӑнӑхӑвне те тӗрӗслет ҫак хатӗр. 

Ку пӳлӗме ҫӳреме кӑмӑллакансем вӑхӑта мӗнле ирттерессине хӑйсем суйлаҫҫӗ. Хӑшне-пӗрне ҫавра ҫинче кӑкшӑм-таврашӗ ӑсталаса алӑ вӗҫҫӗн илемлетме килӗшет, теприсене тӑма алӑпа йӑваласа тӗрлӗ сӑнар тӑвасси ҫывӑх. Ачасен ӑсталӑхне кӑтартса паракан пӗчӗк курав куҫа савӑнтарать. Кунта чӑвашлӑха сӑнарлакан кӗтес те, тӗрлӗ юмахри тӑм сӑнарсем те, савӑт-сапа та пур. "Асамлӑ тӑм" ят панӑ пӳлӗмре кулленех 3 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасем валли уроксем ирттереҫҫӗ. Реабилитаци центрӗнче ҫавӑн пекех столяр цехӗ, ачасене ҫул-йӗр правилисемпе паллаштаракан автокласс та пур. 

Алиса Александрова, Игорь Ульянов