Ӑсталӑха пӗрмай аталантарсан кӑна ҫитӗну пулать

Ҫӗмӗрле хулинче ҫарпа патриот клубӗсем, ҫамрӑк армеецсем тата кадет класӗсем хушшинче "Пире ҫак ӗмӗре хӳтӗлеме шаннӑ" ятлӑ фестиваль иртнӗ. Унта тӗрлӗ район-хуларан 37 ушкӑн хутшӑннӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Липовка шкулӗнче вӗренекенсем тупӑшуран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. 

Йӗпреҫ районӗнчи Липовкӑри шкулта ҫамрӑк армеецсен юхӑмӗ ӑнӑҫлӑ аталанать. Ачасем сывлӑха ҫирӗплетеҫҫӗ, стройпа утма, ҫар ӗҫӗнчи тӗрлӗ командӑна пурнӑҫлама хӑнӑхаҫҫӗ. Ачасем районта е республикӑра иртекен ҫарпа спорт ӑмӑртӑвӗсене сиктермеҫҫӗ. Вӗренекенсем тупӑшусене хӑйсен вӑйне ӗненсе хутшӑнаҫҫӗ, час-часах ҫӗнтерӳпе таврӑнаҫҫӗ. Ҫӗмӗрлери ӑмӑртура ҫарпа спортӑн 5 енӗпе тупӑшу иртнӗ. Автомата салатса пуҫтарассипе тата авӑрлассипе 8-мӗш класра вӗренекен Денис Васильев лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. 

Алена Артемкина, Димитрий Макаров