Ӑста специалистсем хатӗрлемелли майсем ӳснӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ аграри университечӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ.

"Ӑслӑ" теплицӑри пӗрремӗш культурӑсем лайӑх йӑл илнӗ. Матрӳшке, пӗтнӗк, базилик тата ытти тутлӑ курӑка кунта ҫӗр ҫинче мар, ҫӗнӗлле ҫитӗнтереҫҫӗ. Ятарлӑ хутӑшсемпе пуянлатнӑ шыв пӑрӑхсем тӑрӑх ӳсен-тӑран патне ҫитет. Аталанмалли мӗн пур шӗвек тӳрех калча тымарне апатлантарать, каласа парать университетри биотехнологипе агрономи факультечӗн деканӗ Ольга Каюкова. Хӑйневӗрлӗ технологисен лабораторийӗ аслӑ шкулта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн уҫӑлнӑ. Аграри университетӗнче халӗ 4 пин ытла студент пӗлӳ илет, урӑх регионри ҫамрӑк та сахал мар. Вӗреннӗ хушӑра пурте вӗсем республикӑри хуҫалӑхсемпе предприятисенче практика тухаҫҫӗ, чикӗ леш енчи опытпа паллашма та май пур. Ҫавах агропромышленноҫ комплексӗнче те, ялта та ӑста специлистем ҫитмеҫҫӗ. Кун пирки ертӳҫӗсем ҫавра сӗтел хушшинче калаҫрӗҫ. 

 

Ирина Николаева, Вадим Владимиров