Ҫӗрпӳ районӗнче ӗне ферми хута ячӗҫ

Пирӗн ҫӗршывра ҫулталӑкра вӑтамран 6 миллион тонна пахалӑхлӑ сӗт ҫитмест. Ҫавна май лавкка сентрисем ҫинче час-часах ытти тӑрӑхран илсе килнӗ юр-вар курма пулать.

Ҫакна шута илсе тата ялсене аталантарас тӗллевпе Чӑваш Енре ӗне фермисем тӑвассине пысӑк тимлӗх уйӑрма палӑртнӑ. 

Ҫӗрпӳри ВДС пӗрлешӳ ҫывӑхри 4 районти акман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртсе пырать. Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑх 8 пин ытла гектар ҫинче тырпул туса илет. Ҫывӑх вӑхӑтра кунта выльӑх шутне ӳстерме тӗллев лартнӑ. Метикассинче вырнаҫнӑ фермӑра паян 450 мӑйракаллӑ шултра выльӑх. 150 пуҫ сӑвакан ӗне. Кӑҫал кунта вӗсене валли хальхи йышши пысӑк вите хута янӑ. Вӑл 400 ытла пуҫ вырнаҫтарма пултарать.

Ҫӗнӗ витене Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн фермисен тӗслӗхӗпе тунӑ. Пӗтӗмпе 200 миллион тенке яхӑн укҫа тӑккаланӑ. Хӑй хакне вите тепӗр 4 ҫултан саплаштарӗ. 

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров