Йывӑҫран тӗрлӗ япала ӑсталакан ҫамрӑк ҫӗршыври конкурсра палӑрнӑ

Ӗҫ эрнинче культура министерствинче тӑрӑшать, кану кунӗсенче вара ашшӗ-амӑш килӗнче йывӑҫран тӗрлӗ хатӗр ӑсталать. Сӑмах - Илья Сафонов пирки. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри "Сырӑш-2024" конкурсра ҫӗнтернӗ. Маҫтӑрпа тӑван ялӗнче Диана Иванова тӗл пулчӗ.

Пӳлӗмре йывӑҫ шӑрши пур чухне яланах кӑмӑллӑ, тет Илья. Ҫак мастерскойӗнче ӗҫлесе вӑл чунӗпе канать. 5 ҫул ӗнтӗ йывӑҫран тӗрлӗ хатӗрсем, эрешсем касса кӑларать. Ку ӑсталӑх ӑна юнпа куҫнӑ темелле. Аслашшӗпе асламӑшӗ хӑва хуллинчен хуҫалӑхра кирлӗ тӗрлӗ япала ҫыхнӑ. Каччӑн ашшӗ те маҫтӑр. Малтанах Илья ҫӑка йывӑҫҫипе ӗҫлесе пӑхнӑ. Вӑл ҫемҫе шутланать пулин те, питӗ асӑрхануллӑ пулмалла - унсӑррӑн ҫурӑлма пултарать. Кашни йывӑҫӑн хӑйнеевӗрлӗхне вӗренсе ҫитнӗ ӗнтӗ ҫамрӑк ӑста.

Маҫтӑр кулленхи пурнӑҫра усӑ курмалли хатӗрсем ӑсталать, ытларах чухне - савӑт-сапа. Кашни япалана хӑйне майлӑ тума тӑрӑшать.

Сырӑш тӑвас ӗҫе те пысӑк яваплӑхпа кӳлӗннӗ вӑл. Унпа уйӑха яхӑн тӑрӑшнӑ. Вӑй хуни ахаль мар - чӑн-чӑн произведени пулса тухнӑ. Сырӑша Илья ятарласа культура еткерлӗхне хӳтелекен патшалӑх центрӗ валли ӑсталанӑ. Халӗ те вӑл ҫурт чӳречи умӗнче ҫакӑнса тӑрать. Конкурс пирки шутламан та. Амӑшӗ тата ӗҫтешӗсем сӗннипе хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Кӗтмен ҫӗртен 1500 ҫын хушшинче 10 финалист шутнӗ кӗнӗ. "Кайӑксен столовӑйне" юманран ӑсталанӑ. Вӑл хумлӑ-хумлӑ тӑрӑллӑ. Балюстрада, чӳрече хашакӗсем - пӗтӗмпех шута илнӗ Илья. Ҫав вӑхӑтрах пӗр пӑта та ҫапман - ҫилӗмпе усӑ курнӑ. Сырӑша ҫиелтен лакпа сӑрланӑ. Ҫакӑншӑн кайӑксем йышӑнмасран та шикленнӗ маҫтӑр.

Халӗ кӑсӑясем час-часах кунта хӑналанаҫҫӗ, кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ. Ҫакӑ Чӑваш Енри экологи ҫулталӑкӗн пӗр ӗҫӗ пултӑр, тет Илья. Маҫтӑр кашни пушӑ вӑхӑтпа туллин усӑ курма тӑрӑшать.

Тӑванӗсемпе юлташӗсене тӗрлӗ илемлӗх ӑсталаса парнелет. 94 ҫулти асламӑшӗ Раиса Сафонова мӑнукӗн ҫитӗнӗвӗсемпе ҫав тери хӗпӗртет.

Илья халӗ хресне ывӑлӗ валли тетте - трактор ӑсталать. Ӗҫӗ йывӑрах мар пек, ҫапах та аппаланмалӑх пур. Кашни пайне касса кӑлармалла, ҫыпӑҫтармалла, унтан ҫилӗмӗ типессе кӗтмелле. Апла пулин те ҫакӑ пӗтӗмпех маҫтӑра савӑнӑҫ кӑна кӳрет.

 

Диана Иванова, Виктор Степанов