Ӳтпе те, чунпа та тасалнине ӗненсе

Православи халӑхӗ Иисус Христос туррӑмӑра Иорданьре шыва кӗртнине асӑнса Кӑшарни паллӑ турӗ. Уяв каҫӗ Чӑваш Енре пурӑнакан вуншар пин ҫын сӑваплӑ шыва кӗрсе тухма васкарӗ.

Ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑран кӑҫал чылай юханшыв ҫинче пӑр ҫирӗпленсе те ҫитмен. Ҫавӑнпа та вӗсенче вакӑсем касма чарнӑ. Ҫавах та, Кӑшарни йӑлине пӑхӑнакансемшӗн шыва кӗме ҫирӗп чару ҫук. Уяв каҫӗ ҫывхарнӑ май халӑх ҫывӑхри ҫӑлкуҫсемпе часовньӑсенче пухӑнчӗ.

Катикасси тӑрӑхӗнчи Александр Невский ячӗллӗ арҫынсен мӑнастирӗ ҫумӗнчи таса ҫӑлкуҫ та ҫулсерен таврари халӑха пухать. Ятарласа хатӗрленӗ купельсенче килен-каян черетленсе шыва кӗчӗ.

Кунти таса шыва кӗрсе тухакансен йышӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пулчӗ. Кӑшарнире вӑл яланах иорданьре Туррӑн тивлетне илме тӑрӑшать. Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ Федор Степанов та кӑшарни шывне кӗрсе тухсан яланах вӑй-хал хутшӑннине калать. Кӑшарни шывӗн сиплӗ вӑйне чиркӳ кӑна мар, ӑсчахсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫавӑнпах шыва кӗме килекенсем ӑна савӑтсене тултарса каяҫҫӗ.

Пачӑшкӑсем сӑвапланӑ шыв хӑватне ӗненекенсем Шупашкар ҫывӑхӗнчи Апашра та нихҫанхинчен йышлӑ пухӑнчӗҫ. Кунти Пантелеймон сиплевҫӗ ячӗллӗ ҫӑлкуҫра Кӑшарни умӗнхи каҫра кӑна 5 пин ытла ҫын чӳхенсе тухрӗ. Ҫӗр каҫа вӗсен йышӗ темиҫе хут та ӳсрӗ. Апашри таса ҫӑлкуҫсене кӑмӑллакансем кунта хӑнӑхнӑ йӑлапа яланах тӗрлӗ тӑрӑхран пухӑнаҫҫӗ.

Ҫанталӑк ӑшӑтса янине пула Чӑваш Енре ҫеҫ мар, ытти кӳршӗллӗ регионсенче те кӑҫал хӑнӑхнӑ вырӑнсенче Кӑшарни валли ваксем касайман.

Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче, сӑмахран, ватти-вӗтти таранчченех туристсен комплексӗнчи таса купельте шыва кӗчӗ. Кӑшарни шывӗнче ӳтпе те, чунпа та тасалакансем Туррӑн тивлечӗ ҫулталӑкӗпех пулӑшса пынине калаҫҫӗ.


Алексей Енейкин, Вероника Павлова