Ӳнерпе поэзине пӗрлештерекен курав

"Радуга" культурӑпа курав центрӗн проекчӗ пулӑшнипе республикӑра пурӑнакансем "Нарспие" ҫӗнӗлле курса хаклама пултарӗҫ. Мультимеди меслечӗпе йӗркеленӗ курав хӑнасене цифра технологийӗсен витӗмӗпе поэзи историне тарӑннӑн тишкерма май парать.

Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэзийӗ ӳнерҫӗсене хӑйсен курӑмне пир ҫине куҫарма хавхалану кӳнӗ. "Нарспи" поэмӑри сӑнарсемпе Праски Витти, Георгий Фомиряков, Анталий Миттов, Юрий Зайцев, Моисей Спиридонов, Владимир Агеев кӑсӑклансах ӗҫленӗ. Халӗ ку картинӑсене кӗнекесенче, каталогсен страницисенче курма пулать, художниксен ӗҫесем вара музейсемпе харпӑр хӑй пуххисенче пурӑнаҫҫӗ. Культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫланакан ҫӗнӗ проектпа килӗшӳллӗн вара 11 ӑстан 2 Д тата 3 Д графикӑна куҫарнӑ хайлавӗсем поэзи тӗнчинех илӗртсе кӗреҫҫӗ.

Тӗрлӗ ӑрури вулакан "Нарспие" хӑйӗншӗн ҫӗнӗлле уҫать. Цифра меслечӗ классикӑлла хайлава 2 экран пулӑшнипе пач урӑхла курма май парать.

Проект валли халӑх кӗввисене ятарласа илемлетнӗ. Хайлава вырӑсла Руслан Соловьев сассипе ҫыртарнӑ, тӑван чӗлхепе Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов вулать.

Кӑсӑкли, халиччен курманни-пӗлмени татах та пур. Кашни килекен экрана перӗнмесӗрех ӳкерме, картинӑна чӑваш художникӗсен паллӑ сӑнарӗсемпе пуянлатма пултарӗ.


Алиса Александрова, Анна Филиппова, Андрей Шоклев