"Садовый" микрорайонта 25 пин ытла ҫын пурӑнать. Хальччен вӗсем ку е вӑл ыйтупа Богдан Хмельницки урамӗнчи 127-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ полици пунктне ҫӳренӗ. Унта ҫитме сахалтан та ҫур сехет кирлӗ. Малашне йӗрке хуралҫисем юнашарах пулӗҫ. 7-мӗш участок пунктне уҫма Шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков тата хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов хутшӑнчӗҫ. Сӑмах май, 106 тӑваткал метр ытла лаптӑклӑ пӳлӗме Шупашкар администрацийӗ туянса Шалти ӗҫсен министерствин хула управленине тӳлевсӗр усӑ курма панӑ. Полици пунктне сӗтел-пуканпа тата хальхи йышши оргтехникӑпа тивӗҫтернӗ. Кунта виҫҫӗн ӗҫлӗҫ. Хальлӗхе ҫирӗплетсе панӑ лаптӑкри лӑпкӑлӑха 2 участковӑй - Дмитрий Чернов тата Алексей Петров сыхлаҫҫӗ.
Надежда Александрова, Святослав Петров