Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне пысӑк юсав ирттернӗ

Йӗпреҫри вӑтам пӗлӳ паракан 2-мӗш шкулӑн сӑн-сӑпачӗ иртнӗ 3 ҫулта самай улшӑннӑ. 2022 ҫулта вӗренӳ учрежденин ҫуртне тӗпрен юсанӑ, кӑҫал ун таврашне тирпей-илем кӗртнӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне шкул епле хатӗрленнипе   Дмитрий Захаров министр паллашрӗ.

Йӗпреҫри 2-мӗш номерлӗ вӑтам шкула 1983 ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна пӗрре те тӗпрен юсаман. Ҫавӑнпа 3 ҫул каялла юсав ӗҫӗсем пуҫланни шкул ачисемпе ашшӗ-амӑшне те, вӗрентекенсене те хавхалантарнӑ.

Ҫӗнелнӗ пӗлӳ ҫурчӗн таврашне кӑҫал хӑтлӑх кӳнӗ. Ҫакна валли республика хыснинчен 17 миллион та 800 пин ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Кунта шкул тавра асфальт сарнӑ, карта тытса ҫавӑрнӑ, электричество юписене улӑштарнӑ, видеокамерӑсем  вырнаҫтарнӑ.

Ӗҫе строительсем иртнӗ уйӑхра графикпе палӑртнӑ вӑхӑтран маларах вӗҫленӗ. Шкул картишӗ халӗ калама ҫук чипер те хитре. - Клумбӑсем ҫинче чечек ешерме пуҫласан тата илемлӗрех пулӗ, - теҫҫӗ учительсем. Округ пуҫлӑхӗ Игорь Семёнов палӑртнӑ тӑрӑх, Йӗпреҫри шкулсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне  кӗтсе илме хатӗр.

Шкул картишӗсене "Вӗренӳ аталанӑвӗ" республика программипе килӗшӳллӗн хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Кӑҫал 14 муниципалитетпа 5 хулари 50 ытла пӗлӳ ҫуртӗнче юсав ирттерме миллиард тенке яхӑн усӑ курма палӑртнӑ. Пӗтӗмпе вара 2021-мӗш ҫултанпа Чӑваш Енри 100 вӗренӳ учрежденинче картишсене тирпей-илем кӗртнӗ, ҫӗнӗ спорт лаптӑкӗсем тунӑ.

 

Надежда Алекcандрова, Вадим Владимиров