Ӑмӑртӑва республикӑри тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ 6 пултаруллӑ хӗрарӑм хутшӑнчӗ. Кӑҫал Раҫҫейре Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен, Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе Паттӑрлӑх ҫулталӑкӗ пулнипе конкурса ҫакна тӗпе хурса йӗркеленӗ. Улах ларса ал ӗҫ тума ӑста пулнине кӑтартаҫҫӗ-и, ҫамрӑка ҫара ӑсатас йӑлана-и - кашни сӑмах ӗлӗкрен фронтпа тыл пӗр тӗллевлӗ пулсан кӑна тӑшмана ҫӗнтерме пулнине асилтерет.
Хӑйсемпе тата ҫемйипе, тӑван ялӗпе паллаштарасси ӑмӑртӑва хутшӑнакансемшӗн те, куракансемшӗн те кӑсӑклӑ. Кил ӑшшине, кил-йыш телейне упрас енӗпе пурин те хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗ пур. Пурне те куллен пулӑшса, вӑй-хал парса пыраканни - атте-анне пилӗпе пурӑнни, ваттисен йӑли-йӗркинчен иртменни. Сцена ҫинче ыттисене каласа кӑтартас тени - шухӑшласа кӑларни мар, йӑлтах хамӑр пурнӑҫран илни. Пахалӑхӗ - кашни тӑрӑхра уйрӑлса тӑракан йӑла пурри. "Ҫапла майпа Чӑваш наци конгресӗ йӗркелесе ирттерекен конкурс пирӗн культурӑн пуянлӑхне туллин упрама май парать", - теҫҫӗ хастарсем.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакан маттур хӗрарӑмсем апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме те маҫтӑр пулнине ӗнентерекен сӗтел тӗрлӗ сӑйпа куҫа илӗртет. Кунта килте пӗҫернӗ ҫӑкӑр-кукӑль те, шӑрттанпа хуплу та, чӑкӑтпа кӗсел те, кӑпӑкланса тӑракан сӑра та - тем те пур. Ача сачӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Дина Трякова хӑй ӑсталанӑ ал ӗҫӗсенчен пӗчӗк курав йӗркеленӗ.
Ҫапла майпа Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи "Чӑваш хӗрарӑмӗ" пӗрлешӗвӗн пайташӗсем йӗркелесе ирттерекен ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ чӑвашла пурӑнни хӑйех хамӑршӑн пысӑк уяв иккенне ҫирӗплетрӗ. Конкурс тӳрисем улттӑшӗ те финала тухнине пӗлтерчӗҫ, вӗсене дипломпа, парнепе хавхалантарчӗҫ.
Ҫамрӑк кинсем, аслисен пултарулӑхне кура, ҫитес ҫулсенче "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма!" ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗҫ пуласшӑн.
Марина Карягина, Олег Цыпленков