Инҫе ҫула тухма пысӑк тиевлӗ тӑватӑ машин хатӗрлеҫҫӗ. Чӑваш тата Мари республикисенчи вӑрман хуҫалӑхӗсемпе предпринимательсем 80 кубометр хӑма-пӗренепе тивӗҫтернӗ. Салтаксене ҫавӑн пекех таса шыв, апат-ҫимӗҫ, хӳтлӗх каррисем, ҫапӑҫу хирӗнче кирлӗ хатӗрсем ҫитерсе парӗҫ.
Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа Чӑваш Ен фронта гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатсах тӑрать. "Пӗрле" фонд йӗркелесе пыракан ӗҫе республикӑри промышленноҫ, ял хуҫалӑх предприятисем, тӗрлӗ пӗрлешӳсем, ырӑ чӗреллӗ ҫынсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. - Кашнин пулӑшӑвӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ те хаклӑ, - тет фонд ертӳҫи Наталия Колыванова. Раҫҫейри машин тӑвакансен пӗрлешӗвӗ те айккинче юлмасть, "Яланах ҫумра" ятпа акци пуҫарнӑ унта. Унпа килӗшӳллӗн Канашри вакунсем кӑларакан завод салтаксем валли 500 пин ытла тенкӗлӗх ӑшӑ куртка, йӗм туяннӑ. Япаласене ҫитес кунсенче "Пӗрле" фонд урлӑ фронта ӑсатӗҫ.
Чӑваш Ен Раҫҫей йышне кӗнӗ ҫӗнӗ регионсене те тӗрев пама тӑрӑшать. Хальхинче Донецк халӑх республикине 50 пин хыр хунавӗ илсе ҫитерӗҫ. Хӗрӳ ҫапӑҫусене пула пӗтнӗ вӑрмансене ҫӗнетме сахал мар вӑй хума тивӗ.
Екатерина Фомина, Дарья Паскарюк, Андрей Шоклев