Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тӗллевпе патӑрьелсем трактор чупӑвӗ йӗркелерӗҫ

Гирляндӑсемпе капӑрлатнӑ техника урам тӑрӑх ҫаврӑнчӗ, руль умӗнче - Хӗл Мучи ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем. Чупура пухнӑ укҫана салтаксене кирлӗ япаласем туянма яраҫҫӗ. Уява курма килнӗ ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫак пуҫарӑва ырласа йышӑнчӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнче пурӑнакансен  ытти ҫитӗнӗвӗсене те хак пачӗ.

Шӑнкӑртамра выльӑх пусмалли 17-мӗш пункт хута кайрӗ. Ӑна Альберт Хамбиков усламҫӑ хӑй укҫипе туса лартнӑ. Проект 15 миллион тенкӗне кайса ларнӑ. Ӗҫе ҫулталӑк ҫурӑра пурнӑҫлама май килнӗ.

Республикӑра кӑҫал 120 пин тонна аш-какай туса илнӗ, пӗлтерчӗ ял хуҫалӑх министрӗ. Анчах килте пуснӑ выльӑх-чӗрлӗхе ҫемье хӑй кӑна усӑ курма пултарать, сутас пулсан - ятарлӑ пунктсене пымалла. Чӑваш Енре  ҫакнашкал 80 объект, кашни 5-мӗшне - Патӑрьел тӑрӑхӗнче хута янӑ, уйрӑмах Шӑнкӑртамра нумай уҫнӑ. Кунта малашне  кунне 5 тонна аш-какай хатӗрлеме пултараҫҫӗ. 8 ҫынна  ӗҫпе тивӗҫтерме хатӗр. Сергей Артамонов министр чӗр тавара мар, аш-какая тирпейлесе ытларах сутма вӗренмеллине палӑртрӗ.

Ҫӗр ӗҫне мӗн ачаран хисеплеме вӗрентмелле. Ҫакна тӗпе хурса Шӑнкӑртамри "Сандугач" сатикре агролаборатори уҫӑлчӗ. Ӑна пулӑ ӗрчетекен Ферид Чабатов фермер пулӑшнипе кирлӗ хатӗрсемпе, вӑрлӑхсемпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла ачасем ҫулла парникре, ытти вӑхӑтра кунта пахча-ҫимӗҫ туса илме вӗренеҫҫӗ. Акӑ, пӗчӗк алӑсем тӑрӑшнипе пӑрҫа, редис, ҫӗр улми йӑл илнӗ. Ял хуҫалӑх министрӗпе каштан та лартса хӑварчӗҫ, вӑхӑт ҫитсен хунава сатик пахчине куҫарса лартаҫҫӗ. Республикӑра кӑҫалтан агролабораторисем тума пуҫланӑ. Ҫак хушӑра вӗсене хуҫалӑхсемпе фермерсем пулӑшнипе Чӑваш Енри 170-е яхӑн сатикре уҫнӑ. Патӑрьел тӑрӑхӗнче, сӑмахран, ҫывӑх вӑхӑтра 4-мӗш агролаборатори хута каять. 
Салтаксене пулӑшас тӗллевпе патӑрьелсем троктор чупӑвӗ йӗркеленӗ. Район центрӗнчи тӗп тӳремере 25 техника хатӗр тӑрать. Тимӗр урхамахсене Ҫӗнӗ ҫул сӗмӗ кӗртнӗ, гирляндӑсемпе илемлетнӗ. Руль умне ларакансем те Хӗл Мучи евӗр сӑнарланнӑ. Ҫапла уй-хирте ырми-канми тӑрӑшакансем, халӗ уявра халӑха савӑнтарчӗҫ.

Чупӑва Патӑрьел тӑрӑхӗнчи хуҫалӑхсемпе фермерсем хӑйсен тракторӗсене тӑратнӑ. Тӗллевӗ пархатарлӑ - кунта хутшӑнмашкӑн тӳленӗ укҫана салтаксене пулӑшма яраҫҫӗ. 120 пин тенкӗ ытла пуҫтарӑннӑ. Гуманитари тиевне Ҫӗнӗ ҫул тӗлне фронта ҫитерме васкаҫҫӗ.


Ирина Николаева