Ялта та, хулара та тухӑҫлӑ пурнӑҫа кӗрет

Халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑпа ялсенче кӑна мар, хуласенче те усӑ кураҫҫӗ: кану вырӑнӗсем йӗркелеҫҫӗ, ҫулсем сараҫҫӗ, ача сачӗсемпе шкулсене ҫӗнетеҫҫӗ.

Афганистанра интернационаллӑ тивӗҫе пурнӑҫланӑ салтаксене халалланӑ сквера Канашра 1994-мӗш ҫулта  уҫнӑ. Вырӑнти хастарсем ӑна пилӗк ҫул каялла ҫӗнетме пикеннӗ. Парашют куполне аса илтерекен сцена йӗркеленӗ, саксем лартнӑ. Тӗрлӗ ҫапӑҫура пуҫ хунӑ паттӑрсене сума суса скульптурӑсем вырнаҫтарнӑ - пограничниксен, десантниксен тата моряксен паллисемпе пуянланнӑ лаптӑк.

Ҫак вырӑна хӑтлӑлатма ҫар ветеранӗсене хӑйсене кӑна йывӑр пулӗччӗ. Ҫавӑнпа халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑна хутшӑнас тенӗ. Строительство ӗҫне икӗ тапхӑра пайлама тивнӗ. Мӗншӗн тесен проект хакӗ 10 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Программӑпа килӗшӳллӗн вара пӗр ӗҫ тума 5 миллионран ытлашши уйӑрмаҫҫӗ. Кӑҫал ҫар паттӑрӗсене сума суса ятарлӑ аллея йӗркеленӗ, варринче - салтак скульптури.

Канашри Олег Кошевой урамӗнче те ҫӗнӗлӗх. Кунта пурӑнакансем тахҫанах асфальт ҫул туса парасса кӗтнӗ. Юлашкинчен ку ыйтӑва хӑйсемех татса пама шутланӑ - кашни килтен укҫа пуҫтарса программӑна хутшӑннӑ. "Молодежное" сад пӗрлешӗвӗн пайташӗсем те ҫӗнӗ ҫул сарас тесе нумай тӑрӑшнӑ.

Халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑна ача сачӗсемпе шкулсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ, иккен. Ҫӗнӗшупашкарсем ку енӗпе малтисен йышӗнче. Иртнӗ пилӗ ҫулта кунта 85 миллион тенкӗлӗх 49 проект пурнӑҫа кӗртнӗ. 49-мӗш ача сатӗнче, тӗслӗхрен, тӑвар пӳлӗмӗ йӗркеленӗ. Ачасем ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшӗ те тинӗс хӗрринчи пек сывлӑшпа сипленме пултарать. Учреждени хушма пӗлӳ парассипе хастар ӗҫлет. Ҫапла пухӑннӑ тупӑша тӑвар пӳлӗмне йӗркелеме янӑ та. Программӑпа килӗшӳллен, проект хакӗн 15-20 процентне саплаштармалла. Кӑҫал 49-мӗш ача сатӗнче ҫавӑн пекех чӳречесем улӑштарнӑ.

Шупашкарти 59-мӗш шкулта вара ачасем ҫӗнӗ спорт залӗнче сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ. Кунта тӗрлӗ секцине ҫӳрекенсем те ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Тарланӑ хыҫҫӑн ҫӑвӑнмалли майсем малтан питӗ япӑх пулнӑ. Халӗ пачах урӑх ӳкерчӗк.

Халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программа республикӑра 17-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. Енчен те малтан хуласем вуншар проект тӑратма пултарнӑ пулсан, халӗ - 5 ҫеҫ. Влаҫсем ку йӗркене улӑштарсанах проектсен шуче те ӳсӗ.

 

Вероника Павлова, Святослав Петров