Агротехника техникумӗ ҫумӗнче ачасен "IT - куб" центрӗ ӗҫлет. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче унта 5 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи 800 ытла ача пӗлӳ илнӗ, пин ҫурӑна яхӑн тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркеленӗ. Центра Муркашпа Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчен те вӗренме ҫӳреҫҫӗ. Ачасем пуҫтарӑннӑ хӑнасене хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарчӗҫ. Тӗслӗхрен, Маша Федосеева ветеринар патне ҫырӑнмалли хушӑм шутласа тупнӑ. Татьяна Васильева вара роботсем ӑсталама кӑмӑллать.
Техникумра ӑс пухакан студентсем тӗрлӗ професси алла илеҫҫӗ. Хӑнасене повар-кондитера вӗренекенсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Апат-ҫимӗҫе илемлетмелли хатӗрсене мӗнле ӑсталанине кӑтартса пачӗҫ.
Ял хуҫалӑх техникипе усӑ курма вӗренекенсем вара ятарлӑ лапамра машин-тракторпа мӗнле ҫӳреме хӑнӑхнине кӑтартрӗҫ. Ку специальноҫе алла илме хатӗрленекен каччӑсен тӗрлӗ техникӑпа туслӑ пулмалла.
Техникумӑн 226 гектар ҫӗр лаптӑкӗ пур. Кунта ҫуркуннепе кӗркунне студентсем тӑрӑшаҫҫӗ. Малашне ял хуҫалӑх тытӑмӗнче кирлӗ специалист пулма хӑнӑхаҫҫӗ. Дмитрий Захаров министр техника пахалӑхне хӑй руль умне ларса тӗрӗслесе пӑхрӗ.
Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче республикӑри тепӗр икӗ техникумра "Профессионалитет" центр ӗҫлеме пуҫлӗ.
Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова