Ялти медицина пунктӗнчен кунӗпех ҫын татӑлмарӗ. Тухтӑрсем килес хыпара маларах пӗлнисем ир-ирех специалистсемпе тӗл пулма ҫитнӗ.
Хальхинче Тӑвай тӑрӑхӗнчи яла кардиолог, гериатр, стоматолог, невролог, сиплев физкультурин тухтӑрӗ килнӗ. Кашнине ыйту памалли, сӗнӳ-канаш ыйтмалли пур черетрисен. Специалистпа тӗл пулмалли вӑхӑта та усӑллӑ ирттерчӗҫ ҫынсем. Аслӑ ӑрурисемшӗн уйрӑмах усӑллӑ кулленхи хӑнӑхтарусене аса илчӗҫ, тӗрӗс апатлану пирки лекци итлерӗҫ. Ӗҫпе канӑва епле шайлаштарса пымаллине сӳтсе яврӗҫ. Тӗрлӗ тӗрӗслев хыҫҫӑн хӑшӗсене тӗп хулари больницӑна ҫитме сӗнчӗҫ, теприсене сиплев меслетне кӑшт улшӑнусем кӗртме хушрӗҫ. Ураскассисем фельдшерпа акушер пунктне йышлӑн пыни, хӑйсен сывлӑхне тимлӗх уйӑрни савӑнтарчӗ тухтӑрсене. Кашни врач уйрӑм пӳлӗмре йышӑнчӗ. Шӑлӗсене тӗрӗслеттерес текенсене ятарлӑ автобусра пӑхрӗҫ. Пысӑк опытлӑ специалистсем, витӗмлӗ пулӑшу ялах килни ял ҫыннисемшӗн те пӗлтерӗшлӗ.
Аслӑ юлташӗсемпе пӗрле Ураскассине ҫитнӗ волонтер-медиксем пӗрремӗш пулӑшу пама вӗрентрӗҫ. Скандинави патаккисемпе усӑ курма, ҫак мелпе тӗрӗс утма вӗрентрӗҫ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов