Ял пурнӑҫне ҫӑмӑллатакан техника шутласа кӑларнӑ

Ҫак ӗмӗтпе Алексей Яковлев предприниматель ача чухнех ҫунатланнӑ. Ҫитӗнсен ӑна пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ. Ҫамрӑк Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк тракторсен производствине йӗркеленӗ. Хӑйӗн аталану ҫулӗ пирки вӑл пире каласа кӑтартрӗ.

Ҫакнашкал пӗчӗк трактора Алексей Яковлев пӗрле ӗҫлекенӗсемпе 2019-мӗш ҫулта пуҫтарнӑ. Майӗпен производствӑна анлӑлатса, ҫӗнетсе пынӑ. Ял ҫыннине мӗн кирлине усламҫӑ лайӑх пӗлет. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Шупашкарти пасарта мотоблоксем сутнӑ, унтан завод дилерӗнче тӑрӑшнӑ. Туянакансем техникӑн ку е вӑл ҫитменлӗхӗ пирки каланисене шута илсе пынӑ. Ача чухне каникул вӑхӑтне  ялта ирттерни те хӑй витӗмнӗ кӳнӗ.

Тимӗр ут, чӑн та, ял ҫыннин пӗрремӗш пулӑшаканӗ. Пӗчӗк трактора пуҫтарнӑ чухне унпа ялта ҫулталӑкӗпех усӑ курма меллӗ пултӑр тесе тӑрӑшрӑмӑр, - каласа кӑтартать Алексей Яковлев. Ҫулла пахчара ӗҫ нумай, хӗлле вара юр хырмалла - трактор ҫумне тӗрлӗ хатӗр ҫакма май пур.  13 лаша вӑйӗ унра.

Станоксене кунта пӑхсах тӑраҫҫӗ, вӑхӑтра ҫӗнетеҫҫӗ. Вӗсем епле ӗҫленинчен техника пахалӑхӗ килет. Пултаруллӑ специалистсене явӑҫтарни те пӗлтерӗшлӗ. Данил Краснов завода техникум хыҫҫӑн килнӗ. Станок операторӗнче тӑрӑшать. - Ӗҫӗ килӗшет, кӑсӑклӑ, - тет вӑл. Чӑваш Енре кӑларнӑ техникӑна ытти тӑрӑхра та кӑмӑлланӑ, ҫав шутра ӑна Беларуҫе ӑсатаҫҫӗ. Ытти ҫӗршывсемпе те ҫыхӑну йӗркелес тӗллевлӗ. 
Алексей Яковлев пӗр вырӑнта тӑма хӑнӑхман. Мӗн пуррине аталантарса ҫӗннине ӗҫе кӗртме тӑрӑшать вӑл. Халӗ предприятире пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра тата стройкӑра усӑ курмалли погрузчик кӑларма пуҫласшӑн. Вӑл та пӗчӗкскер, меллӗскер пулӗ.


Екатерина Фомина, Надежда Давыдова, Михаил Солин