Ял хуҫалӑх предприятисен ӗҫне пахаларӗ, фермерсемпе курнӑҫрӗ

Чӑваш Енре Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ Дмитрий Патрушев пулчӗ. Республикӑн пысӑк хӑнасене кӑтартмалли пайтах. Регион ертӳҫипе Олег Николаевпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Дмитрий Патрушев Чӑваш патшалӑх аграри университетне ҫул тытрӗ.

Ял хуҫалӑхӗ валли агрономсемпе ветеринарсем, ученӑйсемпе зоотехнологсем хатӗрлекен аслӑ шкул ӗҫӗпе Дмитрий Патрушев тӗплӗн паллашрӗ. 4 пине яхӑн студент пӗлӳ илет кунта. Университет агропромышленноҫ предприятисемпе тачӑ ҫыхӑнура. 24 аудиторие шӑпах вӗсем пулӑшнипе йӗркеленӗ. Лабораторисене те хальхи йышши хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ. Пулас специалистсене ӑсталӑх пухма кунта пӗтӗм май пур.

Симӗс ылтӑн туса илессине аталантарас ӗҫе те Аграри университечӗ хӑй тӳпине хывать. Иртнӗ ҫул кунта патшалӑх пулӑшнипе Компетенци центрӗ хута янӑ.  Унӑн тӗллевӗсем пысӑк. Хӑмлан сорт тасалӑхне, вӑл мӗнпе чирленине йӑлтах тӗпчеме хатӗр специалистсем. Аграри университечӗн ректорӗ Андрей Макушев йывӑрлӑхсем пуррине пытармарӗ. Хӑмлаҫӑсене вӑй илме паянхи кун ятарлӑ техника, лартмалли паха материал ҫитменни ура хурать.  Ку ыйтусене татса парассипе Чӑваш Ен тӗллевлӗ ӗҫлет.

Шупашкарти заводра пуҫтарнӑ хӑмла татакан комбайна та кӗҫех ӗҫре тӗрӗслесе пӑхӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра типӗтекен машин та кӑлармалла. Паянхи кун ҫӗршыври хуҫалӑхсене пурӗ 140-е яхӑн комбайн кирлине палӑртрӗҫ тӗл пулура.

Дмитрий Патрушев министр Комсомольски тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑх предприятине те ҫитрӗ. "Слава картофелю" агрофирма  селекцие тата вăрлăх туса илессине аталантармалли федераци проектне хутшăнать. 2017-мĕш çулта лаборатори уçнă. Çĕр улмин пулас вăрлăхĕ шăпах çакăнта пробиркăри калчаран тĕвĕленет.

Тымар ярса вăй илсен ятарлă савăтсенче ӑна  теплицăна куçараççĕ.  Унран элита вăрлăх иличчен тата тепĕр темиҫе çул иртет. Хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ ҫӗр улми сорчӗсем пысăк хака тивĕçнине палăртаççĕ хуҫалӑхра. Ют çĕршыврисенчен вĕсем нимĕнпе те кая мар. Грант пулӑшӑвӗпе усӑ курса ҫулталӑкне агрофирма 550 тонна вӑрлӑх хатӗрлет.

Министрӑн ҫул ҫӳревӗнчи тепӗр чарӑну Канаш тӑрӑхӗнче пулчӗ. Кунта вӑл "Мелилотус" кооперативӑн ӗҫӗпе паллашрӗ. Пурлăхпа техника никĕсне ҫирӗплетме предприятие патшалăх гранчĕ пулӑшнӑ. Вӑл укçапа производство корпусне тунă, кирлĕ хатĕрсене туяннă. Кооператив пайташӗсем - 12-н. Ҫулталӑкне 30 тонна пыл тирпейлеҫҫӗ. Пилӗк тӗрлине хатӗрлеҫҫӗ. Пылак ҫимӗҫе ҫырлапа мӑйӑр та хушаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех хӗрлӗхенрен чей, пылак шыв, квас кӑларать "Мелилотус". Унпа Дмитрий Патрушева та хӑналарӗҫ.

Халӗ кооператив тата тепӗр инвестици проектне пурнӑҫа кӗртес тӗллевлӗ. Уй-вӑрман курӑкӗсене  тирпейлекен цех хута ярасшӑн вӑл.  Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ ҫавӑн пекех "Халӑх фермерӗ" ассоциацин регионти уйрӑмӗн хастарӗсемпе те тӗл пулчӗ. Ветеринари йӗркисене улшӑнусем кӗртесси, вакцинаци, селекци, ҫӑмӑллатнӑ инвестици кредичӗсем пирки сӑмах пычӗ унта. Дмитрий Патрушев ассоциаци ӗҫне пысӑк хак пачӗ. Фермерсем аталанса пыни куҫкӗрет, - терӗ вӑл. Патшалӑх вара хӑй енчен вӗсене малашне те тӗрев кӳрӗ.


Екатерина Фомина, Андрей Шоклев, Вадим Владимиров, Юрий Марков, Павел Иритков