Вырӑс географи пӗрлӗхӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ республика ҫыннисене йӗлтӗр чупӑвне хутшӑнма йыхравлать

Кӑмӑл тӑвакансене Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Истереккасси ялӗнче пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 10 сехетре кӗтеҫҫӗ. Чупу "Астӑвӑм сукмакӗ" машрутпа иртӗ. Унӑн тӑршшӗ — 10 ҫухрӑм.

Кун пирки  Вырӑс географи пӗрлӗхӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Инна Никонорова общество пайташӗсен пухӑвӗнче пӗлтерчӗ. Пӗлтӗр ҫак маршрута велосипедпа парӑнтарнӑ. Хальхинче йӗлтӗр сырса тухасшӑн. Сӑмах май, 2024-мӗш ҫул  тухӑҫлӑ иртнӗ - 70 ытла тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркеленӗ. Вӑл шутра экологи акцийӗсем, фестивальсем, республикӑри ҫӑлкуҫсене тӗпчесе хӑтлӑлатас тӗлӗшпе те тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпах пулӗ Вырӑс географи пӗрлӗхӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗр ҫул анчах мар ӗнтӗ ҫӗршыври чи лайӑх 20 уйрӑм йышне кӗрет. Хастарсен ушкӑнӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Паянхи кун республика тытӑмӗнче - 122 ҫын. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗнӗ пайташсене Вырӑс географи пӗрлӗхӗн билетне пачӗҫ.

 

Вероника Павлова