Владимир Красотин режиссёр лартнӑ "Пӗчӗк принц" спектакль Вырӑс драма театрӗнче 2022-мӗш ҫултанпа пырать. Хальччен вӑл чылай кураканӑн чӗрине тыткӑнланӑ. Халӗ ӑна тӑвайсем те хаклама пултарчӗҫ. Ку тӑрӑхра пурӑнакансемпе тӗл пулма артистсем те хавас - ҫӗнӗ ҫӗрте вылясси вӗсемшӗн те кӑсӑклӑ.
Ялсенче пурӑнакансене тӗп хулана спектакль курма тухса ҫӳреме ҫӑмӑлах мар. Ҫавна май театр артисчӗсем хӑйсем хӑнана килнӗшӗн тем пекех хӗпӗртеҫҫӗ. Уйрӑмах шкул ачисем кӑмӑллӑ. Вӗсем спектакльсене "Пушкин карттипе" курма пултараҫҫӗ. Шкул программинчи хайлава вуласа кӑна мар, сцена ҫинче курса киленме пултарни ҫав тери паха.
"Культурная среда" проектпа килӗшӳллӗн патшалӑх театрӗсемпе концерт учрежденийӗсем уйӑхне икӗ хут республикӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитеҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш Енре пурӑнакансем спектакльсемпе концертсене хӑйсем пурӑнакан хуласемпе ялсенчех курма пултараҫҫӗ. Ҫакӑншӑн ачасемпе танах аслӑ ӳсӗмри ҫынсем те кӑмӑллӑ.
Республикӑри театрпа концерт учрежденийӗсем черетлӗ ҫул ҫӳреве пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухӗҫ. Вырӑс драма театрӗ "Пӗчӗк принц" спектакльпе Элӗк тӑрӑхне ҫитӗ. Улатӑрти культура керменӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ юмах кӑтартӗ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ вара вӑрнарсене савӑнтарӗ. Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсене Патӑрьелӗнчи культура керменӗнче кӗтеҫҫӗ.
Оксана Верликова, Михаил Солин