Фестивале хутшӑнакансем хавхалансах "Волна" лагерьти пурӑнмалли майсемпе паллашрӗҫ. Унтан пурте тӗрлӗ мастер-класа хутшӑнчӗҫ. Ачасем китай чӗлхине тӗпчерӗҫ, ҫамрӑк салтак курсне тухрӗҫ, автомат салатса пуҫтарчӗҫ, тӗл пеме хӑнӑхрӗҫ.
Аэродизайн вӑрттӑнлӑхне те уҫрӗҫ, хӑмпӑсенчен тӗрлӗ хурӑм ӑсталарӗҫ. Енчӗксене чӑваш тӗррипе сӑрлас текен те йышлӑ пулчӗ. Пурӗ кӑсӑклӑ ӗҫ-пуҫа 100 ытла ача хутшӑнчӗ. Вӗсемпе вожатӑйсем тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ. Фестивале ҫак лагерьте ирттерни ӑнсӑртран мар. Учреждени кӑҫал 30 ҫул тултарать.
Уява хутшӑнакансене Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров саламларӗ, лагерьте нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекенсене Тав хучӗсемпе чысларӗ. Уява ачасемпе вожатӑйсем пӗрле хатӗрленӗ "Ҫемьере 30 ҫул" концерт илемлетрӗ.
Надежда Александрова, Михаил Солин