Виҫӗ ҫамрӑк хушшинчи юрату историйӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче - премьера. Геннадий Терентьев пьесипе Наталия Сергеева лартнӑ музыкӑллӑ камит ҫимӗк каҫӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмах ҫинчен каласа парса култарать. Спектакле паян каҫхине 18 сехет ҫурӑра кайса курма пулать.

Чаршав уҫӑлсанах куракан куҫӗ умне илемлӗ ӳкерчӗк тухса тӑрать. Спектаклӗн ӳнерҫи - Валентин Фёдоров Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, унӑн тӳпи ку. Сцена айккинчи пӗчӗк ансамбль - хӑйне евӗр эксперимент. Кун пекки пирӗн драма театрӗсенче тахҫантанпах пулманччӗ-ха. Камитре оркестрӑн тивӗҫӗ - чӗрӗ саспа юрлаттарса ташлаттарасси кӑна мар, сӑнарсен хусканӑвӗсене витӗмлӗ те кулӑшла тӑвасси те.

Санюкӑн Ванюк ятлӑ савнийӗ пурри вӗҫкӗн усламҫӑ умне чӑрмав кӑларса тӑратать, ҫавна пула ялта пӑтӑрмах пуҫланать. Ванюкпа Санюк ролӗсенче - улшӑнса вылякан артистсем. Ытти сӑнарсене те икшерӗн хатӗрленӗ.

Ванюка вылякан Александр Демидов кун йышши сӑнарсене чылай калӑпланӑ. Вӗсем пӗр евӗрлӗ пулса каясран унӑн этем психологийӗн тӗрлӗ енӗсене шыраса хӑйшӗн ҫӗнӗлӗхсем уҫма тивнӗ
Виҫӗ ҫамрӑк хушшинчи юрату историйӗ - пӗрре, унсӑр пуҫне мӗнпе кӑсӑклӑ-ха камит сюжечӗ? Санюкӑн ашшӗ  урҫа-мӗн, ӑна та арӑм кирлӗ. Унӑн кӑмӑлне ҫавӑрассине хӑй ҫине илнӗ "евчӗ" - Укаҫ, вӗсем Толикпе хӑвӑрт пӗр чӗлхе тупаҫҫӗ.

Музыкӑллӑ спектакльте ҫимӗк уявӗн йӑли-йӗркине илемлӗ кӑтартнӑ. Сӑтӑр каҫӗнче мӗнле пӑтӑрмахсем пулса иртнине кашни чӑваш пӗлет: пура сӳтсе пӗренесене урӑх урама кайса пӑрахнӑ тӗслӗхсем пур ялта та пулнӑ-тӑр. Паллах ӗнтӗ, камите лартнӑ Наталия Сергеева режиссёр та, Герман Лебедев хайланӑ кӗвӗсене оркестр валли хатӗрленӗ Лолита Чекушкина композитор та, ташӑсене лартнӑ Людмила Нянина хореограф та халӑх йӑлисене тӗплӗ пӗлсе ӗҫленӗ.

Геннадий Терентьевӑн пьеси иртнӗ ӗмӗрти мыскарана сӑнарлать пулин те, хальхи чӑваш ялӗнче пулса иртнӗ пекех: паянхи ҫамрӑксемшӗн те кӑсӑклӑ.

 

Марина Карягина, Виктор Степанов