Вӗсенче - тӑван тӑрӑх тӗревӗ

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах республикӑри хастарсем салтак-ентешсене май килнӗ таран пулӑшаҫҫӗ. Пӗрлешӳсем, усламҫӑсем, уйрӑм ҫынсем - ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе никам та айккинче юлмасть. Уйрӑмах тӑрӑшуллисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗ.

Тӗл пулӑва Наци музейӗнче пуҫтарӑнчӗҫ. Кунта нумаях пулмасть ятарлӑ ҫар операцине, унта хутшӑнакан ентешсене халалланӑ курав уҫӑлнӑ. Паянхи лару-тӑрура ҫав тери пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ ӗҫе хастарсем чун ыйтнипе тӑваҫҫӗ. Кам мӗнпе пултарать, ҫапла пулӑшать. Пӗрисем алсиш-нуски ҫыхаҫҫӗ, теприсем хӳтӗлев каррисем ӑсталаҫҫӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ. Пурне те пӗр тӗллев пӗрлештерет - салтаксен пурнӑҫне ҫӑмӑллатасси, ҫӗнтерӗве хӑвӑртрах ҫывхартасси. Ҫавӑн пек хастарсенчен пӗри - Элӗк тӑрӑхӗнче пурӑнакан Алевтина Алексеева.

Халӑхпа пухса хатӗрленӗ пулӑшу палӑртнӑ вырӑна вӑхӑтра, йӗркеллӗ ҫитни вара водительсенчен нумай килет. Красноармейски каччи Виталий Осипов гуманитари тиевне Запорожье облаҫӗн Бердянск районне турттарать. Ҫак ӗҫе вӑл пӗтӗм яваплӑха туйса тӑвать.

Шанчӑклӑ тыл пулни, тӑван тӑрӑх тӗревне туйса тӑни ентешсене вӑй-хал парать. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пурӗ 15 хастар волонтера Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗ. Эсир нимӗнпе танлаштарайми пысӑк ӗҫ тӑватӑр, терӗ вӑл.


Диана Иванова, Святослав Петров