Вӗсен сумлӑ ҫӗнтерӗвӗсем республика историне ҫырӑнса юлӗҫ

Физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен управленийӗн патшалӑх органӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине палӑртса Правительство ҫуртӗнче чыс-хисепе тивӗҫнисене наградӑсем парса хавхалантарчӗҫ.

Чӑваш Ен тӗнче шайне вун-вун пултаруллӑ спортсмен кӑларса ҫӗршыв чысне ҫӳле ҫӗклеме пултарнӑ. Вӗсен тӑрӑшулӑхӗ, талпӑнӑвӗ, сумлӑ ҫӗнтерӗвӗсем республика историне ҫырӑнса юлнӑ. Физкультура, спорт аталанӑне пысӑк тӳпе хывнисене, регион пухмачне тӗрлӗ наградӑпа самай пуянлатнисене пӗрле пуҫтарса саламларӗҫ, тав турӗҫ. Правительство ҫурчӗн залне пухӑннисем хушшинче тӗрлӗ спорт организацийӗнче тӑрӑшакансем, тренерсем, ветерансем. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кашни специалист хӑйсем чылай хушӑ туптанӑ ӑсталӑх пӗтӗмпех пирӗн пуласлӑха хывнине, вӗренекенӗсемпе пӗрле пысӑк ҫитӗнӳсем патне ҫитнине каларӗ. Чыславра хисеп паллисене, Тав хучӗсене, Раҫҫей спорчӗн 100 ҫулне халалланӑ медальсене 20 ытла ҫын тивӗҫрӗ. Вӗсен хушшинче ветарансемпе паллӑ тренерсем те. Уява килме йыхрав илнӗ Николай Васильев, сӑмахран, спорт тытӑмӗнче 1975-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Октябрьски ялӗнче ӗҫлеме тытӑнсан пысӑк ӗҫ пуҫарнӑ вӑл - ачасене хӑвӑрт утма хӑнӑхтарма пуҫланӑ. Ун вӗренекенӗсенчен пӗри - чӑваш ятне тӗнче шайне ҫӗкленӗ Елена Николаева.
Юбилей медальне чылай хушӑ Патӑрьелти спорт шкулӗнче ертӳҫӗн ҫумӗ пулнӑ, нумай пулмасть директор пуканне йышӑннӑ Анатолий Афанасьев та тивӗҫрӗ. Хӑйсем патӗнче спортсменсемшӗн аталану ҫулӗсем яланах уҫӑ пулнине палӑртрӗ вӑл.

Патшалӑх наградисемпе чысланӑ май уявра чӑваш спортсменӗсем ветеран-атлетсенчен куҫса пынӑ ырӑ йӑлапа яланах ҫирӗп кӑмӑлпа, тӳсӗмлӗхпе палӑрса тӑнине каларӗҫ.


Алиса Александрова, Татьяна Матросова, Павел Иритков