Уяв Раҫҫей тата Чӑваш Ен гимнӗсенчен пуҫланчӗ. Бердянск тӑрӑхӗнчен килнӗ хӑнасем Раҫҫейе тӑван ҫӗршыв тесе йышӑнаҫҫӗ. Марина Канонюк тата Вероника Швецова "Бригантина" лагерьте иккӗмӗш хут. Вӗсемшӗн кунта ирттернӗ кашни кун - уяв. Хӗр ачасене веҫех тивӗҫтерет: апатран пуҫласа культура программи таранах. Пурӑнасса та вӗсем ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнаҫҫӗ. Ӑна пӗлтӗр ҫеҫ хута янӑ. Ачасем республика тӑрӑх ҫул ҫӳревре пулма та ӗлкернӗ. Чӑваш Енри тантӑшӗсемпе туслашнӑ. Лагерьти майсемпе Республика Пуҫлӑхӗ кӑсӑкланса паллашрӗ. Ҫак кун ачасем шахматла тата ытти вӑйӑсене вылярӗҫ. Шупашкарти 65-мӗш шкул командипе "Бригантина" ушкӑнӗ футболл уйӗнче вӑй виҫрӗ. Ку смена "Асамлӑх тӗнчине ҫул ҫӳрев" ятпа иртет. Ӑна "Артек" лагерьти евӗр йӗркеленӗ. Анастасия Кустова 5-мӗш ҫул вожатӑй пулса ӗҫлет. Вӑл пур ача та пӗрешкел, тет. Ӑна ку ӗҫ чуна ҫывӑх.
Республика Пуҫлӑхӗ Бердянскри ачасемпе калаҫрӗ, нумай кӑсӑкли ыйтса пӗлчӗ. Шкул пӗтерсен ӑҫта каясси, икӗ ҫул хушшинче Бердянскра мӗн пулса иртнӗ тата ытти те. Олег Николаев Раҫҫей, вӑл шутра Чӑваш Ен те, нумай ҫӗршывпа туслӑ пулнине палӑртрӗ. Бердянскри тата ытти тӑрӑхри ачасене республикӑра йышӑнма хатӗррине каларӗ. Пурне те асӑнмалӑх парнесем пачӗ. Олег Николаева та пушӑ алӑпа ямарӗҫ. Дарья Беспалова Республика Пуҫлӑхне унӑн ӳкернӗ портретне парнелерӗ. Юлашкинчен пурте пӗрле асӑнмалах 3 туя йывӑҫҫи лартрӗҫ. Лагерь малашне те ӑнӑҫлӑ ӗҫлесси куҫкӗрет - кунта ҫывӑх вӑхӑтра стадиона ҫӗнетесшӗн.
Надежда Александрова, Виктор Степанов