Вӗсем йывӑрлӑха лекнисене пулӑшас ӗҫ суйласа илнӗ

Ҫӑлавҫӑсем професси уявне паллӑ турӗҫ. 33 ҫул каялла пирӗн ҫӗршывра ятарлӑ ушкӑн йӗркеленӗ, каярах вӑл Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерстви пулса тӑнӑ. Чӑваш Енри ведомство ертӳҫи Валерий Зеленин службӑра тӑракансемпе ветерансене саламларӗ.

МЧС тытӑмӗнче ӗҫлекенсен тӗллевӗ - инкеке сирсе ҫын пурнӑҫне упраса хӑварасси. Пушара хирӗҫ кӗрешекенсемпе ҫӑлавҫӑсем, водолазсемпе альпинистсем тата ытти специалистсем ҫӑмӑл мар тивӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ - вӗсем ҫӗр ҫинче, сывлӑшра тата шыв айӗнче ӗҫлеме хатӗр. Вут-кӑвара лӑплантараҫҫӗ, путакансене ҫӑлаҫҫӗ, ҫанталӑк шар кӑтартнисене тимлӗх уйӑраҫҫӗ, аварисенче, тӗрлӗ пӑтӑрмаха лекнисене пулӑшаҫҫӗ, ҫухалнисене шыраҫҫӗ. Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсен ретӗнче пин те 500 ытла ҫын тата тепӗр 200 ытларахӑшӗ пушара хирӗҫ кӗрешекен службӑр тӑрать. Инкек-синкекре вӗсем яваплӑ, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ, чылай чухне хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ыттисене ҫӑлма васкаҫҫӗ. Тӑтӑшах вӗренӳсем ирттерни тата хальхи йышши техника йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра пин ҫурӑна яхӑн пушара тӗп тунӑ, 200 ытла ҫынна, ҫав шутра ачасене те вут-ҫулӑмран ҫӑлса хӑварнӑ. Ятарлӑ ҫар операци пуҫланнӑранпа ҫӑлавҫӑсенчен чылайӑшӗ тӑшмана хирӗҫ кӗрешет, гуманитари пулӑшӑвӗ илсе ҫитерессипе те хастар. Ӗҫре палӑрнисене уявра патшалӑх наградисемпе тата хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ.


Ирина Николаева, Михаил Солин