Вӗренӳ тӗллевӗсене туллин пурнӑҫланӑ

Ҫут ҫанталӑк инкекне сирсе ярассипе Раҫҫейӗпех иртекен вӗренӳ Йӑлӑмра республикӑри мӗн пур ятарлӑ службӑна пуҫтарчӗ. Ҫӑлавҫӑсем, сценари тӑрӑх, ялсем ҫине куҫма пултаракан пысӑк пушара хирӗҫ кӗрешрӗҫ.

Йӑлӑма мӗн-пур ятарлӑ техника килсе ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче пушар сӳнтермелли йывӑр тиевлӗ цистернӑсем, пусмасем тата ытти тӗрлӗ хатӗр. Водитель-механиксем машинсен юсавлӑхне тепӗр хут тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫӑлавҫӑсем вара вӗренӳ пуҫланасси ҫинчен приказ кӗтеҫҫӗ. Вырӑнта оперативлӑ штаб йӗркеленӗ. Сасартӑк - тревога сасси. Вӗренӗве хутшӑнакансем васкаса строя тӑчӗҫ. Аэромобиллӗ ушкӑн ертӳҫи Рябов подполковник регионти Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин тилхепине тытса пыракан Валерий Зеленина ҫӑлавҫӑсем операцие пуҫлама хатӗр пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе инструктаж илнӗ хыҫҫӑн, ҫулӑма хирӗҫ кӗрешекенсем вӗренӗвӗн практика пайне пуҫӑнчӗҫ.

Сценари тӑрӑх, вӑрманта пушар тухнӑ. Ҫулӑм 30 гектар лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Лару-тӑрӑва аэромобиллӗ ушкӑн асӑрхаса тӑрать. Пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсен операторӗсем пушар мӗнле хӑвӑртлӑхпа сарӑлнине пӗлтерсе тӑраҫҫӗ. Ҫак информаципе усӑ курса ҫулӑма хирӗҫ кӗрешекенсем ӗҫе вӑл е ку техникӑна явӑҫтараҫҫӗ. Ятарлӑ службӑсене 5 ҫухрӑмра ял вырнаҫни шиклентерет. Вӑйлӑ ҫил шӑп ун еннелле вӗрнӗрен, килсене вут хыпса илес хӑрушлӑх пысӑк.

Ҫӑлавҫӑсен пӗр ушкӑнӗ вут-кӑвара хирӗҫ кӗрешнӗ вӑхӑтра теприсем ял ҫыннисене эвакуацилеме васкарӗҫ. Халӑха вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ҫуртсенче вырнаҫтарчӗҫ. Операцине пурӗ 300 ытла ҫынна явӑҫтарнӑ. Вӗренӳ сценарине пушара хирӗҫ кӗрешнипе пӗрлех Ҫавал юханшывӗ ҫыранран тухнипе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва та кӗртнӗ. Ҫавна пула Шупашкар тӑрӑхӗнчи Анатри Макаҫ ялне шыв илме пуҫланӑ. Кунта инкеке лекнӗ ҫынсене мӗнле пулӑшассине тӗрӗслерӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрах, вӗренӳ тӗллевӗсене туллин пурнӑҫланӑ. Тӗрлӗ служба тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлеме пултарнине ҫирӗплетнӗ.

 

Леонид Петров, Юрий Марков