Вӗренӳ министрӗ Канаш тӑрӑхӗнчи шкулсенче пыракан ӗҫсемпе паллашрӗ

Канашри икӗ шкула тӗпрен юсаҫҫӗ, Янкӑлчра вара ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗ тӑваҫҫӗ. Объектсенче ӗҫсем мӗнле пынипе Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров паллашрӗ.

Канашри 1-мӗш вӑтам шкула хута янӑранпа кӑҫал 55 ҫул ҫитет. Ҫур ӗмӗр хушшинче тӗплӗ юсав пӗрре те пулман. Строительсем ӗҫе пуш уйӑхӗнче пуҫланӑ. Ҫурта ӑшӑ тытмалла тӑваҫҫӗ, пич енне ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сантехника, электричество, канализаци тытӑмӗсене йӗркене кӗртнӗ. Объектра паян 35 рабочи вӑй хурать.

Тӗплӗ юсавӑн пӗтӗмӗшле хакӗ - 143 миллион тенкӗ. Килӗшӳ тӑрӑх, шкул чӳк уйӑхӗ тӗлне хатӗр пулмалла. Строительсем тӑрӑшнӑ вӑхӑтра ачасем 7-мӗш шкулта вӗренӗҫ. 3-мӗш вӑтам шкулта та калӑпӑшлӑ юсав пырать. Хакӗ 274 миллион тенкӗ. Шкул мӗнле ҫӗнелессине ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ те хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ, дизайн-проектсем хатӗрленӗ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров икӗ объектри ӗҫсемпе те кӑмӑллӑ юлчӗ, подрядчиксем яваплӑха туйни курӑнать, терӗ.

Канаш тӑрӑхӗнчи Янкӑлчра вара ялсене аталантармалли программӑпа ҫӗнӗ шкул хӑпартнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗ ку тӑрӑхра пурӑнакансемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Раҫҫей геройӗ Николай Гаврилов ячӗпе хисепленсе тӑракан унчченхи шкула вӗренме юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ пулнӑ.

Ҫӗнӗ пӗлӳ ҫуртне 165 вӗренекен ҫӳрӗ. Сатик ачисем валли 40 вырӑнлӑ хушма ҫурт тунӑ. Ӗҫӗн пысӑк пайне вӗҫленӗ ӗнтӗ. Паянхи кун рабочисем шалта тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах таврари лаптӑка та йӗркене кӗртеҫҫӗ. Кунта 6 техника ӗҫлет. "Ӗҫсем ҫителӗклӗ-ха, ҫавӑнпа та хӑвӑртлӑха ӳстермелле", - терӗ Дмитрий Захаров. Пӗлӳ ҫурчӗ авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлмалла.

 

Диана Иванова, Екатерина Янгалакова