ВДНХри "Раҫҫей" форумра Культура министерстви Чӑваш Енпе малалла паллаштарать

Канмалли кунсем уйрӑмах тухӑҫлӑ та хӑнасемпе пуян ирттеҫҫӗ унта. Республика экспозицийӗ пирӗн историпе, йӑла-йӗркепе, ҫитӗнӳсемпе паллашас текенсене тараватлӑн кӗтсе илет, тӗрлӗ енлӗ программипе тӗлӗнтерет.

Кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Раҫҫейре Кивӗ Ҫӗнӗ Ҫул уявлаҫҫӗ, чӑвашсем вара Сурхурире савӑнаҫҫӗ. Ҫак уявсемпе саламлама Мускава Чӑваш Хӗл Мучийӗпе Юр пики ҫитнӗ. Академи драма театрӗ пирки хатӗрленӗ викторина ыйтӑвӗсене тӗрӗс хуравлакансене пылак парнесемпе тата спектакль курма йыхрав хучӗсемпе савӑнтарнӑ. Ӑсталӑх урокӗсене хутшӑнакансем халӑх юррисене шӑрантарас вӑрттӑнлӑхсене уҫса панӑ, сасса юрлама хатӗрлеме вӗрентнӗ.

Валентина Иванова артист вара Константин Ивановӑн "Нарспи" поэмин сыпӑкӗсемпе чуна тивмелле илемлӗн паллаштарнӑ.

Театр гримерӗ те хӑйӗн ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене хаваспах уҫса панӑ. Пирӗн стенд тӗлӗнче чарӑнакансене артиста сӑрласа мӗнле ватӑлтарма пулнине кӑтартнӑ.

Наци музейӗ ирттернӗ ӑсталӑх сехечӗсем те килӗшнӗ хӑнасене. Пирӗн лапамран вӗсем пушӑ алӑпа мар, хӑйсем ӑсталанӑ капӑрлӑх хатӗрӗсемпе кайнӑ. Чӑваш Ен стенчӗпе паллашма ытларах та илӗртекенни - пирӗн халӑх-юрри ташши. Пӗр чарӑнми шӑранчӗ те юхрӗ вӑл. "Тӑрӑн Ен" халӑх ансамблӗн артисчӗсем куракансен кӑмӑлне ҫӗклерӗҫ.

Вӗрсе каламалли музыка инструменчӗсем ӑсталакан Николай Фомиряков хӑй мӗн пӗлнипе килекенсене паллаштарчӗ. Ал айӗнчи хатӗр-хӗтӗртенех тӗрлӗ сасӑ, кӗвӗ кӑларакан инструментсем тума пулнине ӗнентерчӗ, ҫак ӗҫе хӑнасене те явӑҫтарчӗ.

Тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан йӑхташсем куравра чи малтан 21-мӗш регион  вырнаҫнӑ лапама тупма тӑрӑшаҫҫӗ. Ытти халӑх ҫыннисем те республикӑпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫак кунсенче пирӗн ҫӗршывра вырӑс чӗлхи вӗренекен Яппун хӗрӗ Норико чӑвашсем патӗнче чылайлӑха чарӑннӑ. Пуринчен те ытла ӑна ӑстасем пӗр пир ҫине пухса тӗрленӗ Раҫҫей картти илӗртнӗ. "Картта тӑрӑх ҫӗршыва туллин тишкерме, кашни регион хӑйнеевӗрлӗхӗпе паллашма пулать", - палӑртнӑ хӑна. Наци музейӗн ӗҫченӗсем сӗннипе пазл тӑрӑх Раҫҫее те пуҫтарса пӑхнӑ вӑл.  Унтан чӑваш тумӗпе асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.

75-мӗш павильонра тӗрлеме те вӗрентеҫҫӗ. Ҫак ӑсталӑх ватти-вӗттине кӑсӑклантарать.

"Мӗнле халӑх ҫынни пулнине кура мар тӗрлӗ эреше пир ҫине куҫарса чӑвашлӑхӑн пӗр пайне хӑйсемпе асӑнмалӑх илсе кайни савӑнтарать", - теҫҫӗ ал ӗҫ ӑстисем.

Малтан шантарнӑ пекех чӑвашсен кӑрлачӑн 28-мӗшӗччен пыракан культура кунӗсем йӑла-йӗркепе те анлӑн паллаштарӗҫ.

Канаш тӑрӑхӗнчи "Енӗшсем", сӑмахран, салтак ӑсатнине кӑтартса панӑ. Ӗҫ-пуҫа чӑн салтаксене те явӑҫтарнӑ.


Алиса Александрова