Вӑй илекен предприяти тӗслӗхлӗ пуласса шанаҫҫӗ республикӑра

7 ҫул пушӑ ларнӑ хыҫҫӑн "Чӑваш бройлерӗ" чӑх-чӗп фабрики ҫӗнӗрен ӗҫлесе кайрӗ. Ӑна 2021-мӗш ҫулта Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи "ВДС" пӗрлешӳ туяннӑ. Унти лару-тӑрупа Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паллашрӗ.

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи хуҫалӑх "Чӑваш бройлерӗн" иккӗмӗш лаптӑкӗ шутланать. Чӑх-чӗп витисем кунта лайӑх сыхланса юлнӑ. Ҫапах та апат, шыв памалли тытӑмсене ҫӗнетнӗ. Пысӑк улшӑнусем те пур. Предприятире ҫӗнӗ инкубатор цехне хута янӑ, ҫӑмарта хумалли 9 шкаф вырнаҫтарнӑ. Хальлӗхе вӗсенче 48 пин ҫӑмарта. Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче чӗпсем тухмалла.

Ӗҫе пӗтӗмпех автоматизациленӗ. Пӗр температура тытса тӑрассине, ҫӑмартасене ҫавӑрассине программа асӑрхаса тӑрать. Тухнӑ чӗпсене витене куҫараҫҫӗ. Унта вӗсем операторсен ӑшӑ аллине лекеҫҫӗ.

Людмила Леонтьева чӑх-чӗп фабрикине 2011-мӗш ҫулта вырнаҫнӑ. Анчах та 5 ҫул тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн фабрика хупӑннипе ӗҫе пӑрахма тивнӗ. Халӗ предприяти ҫӗнӗрен вӑй илнӗшӗн питӗ хӗпӗртет.

Паянхи куна предприятире 20 ҫын тӑрӑшать. Малашне тата 50 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелесшӗн. Пӗрлешӳ аталанса пытӑр тесен пурнӑҫа кӗртмеллисем татах та пур.

Унсӑр пуҫне ҫывӑх вӑхӑтра чӑх-чӗп пусмалли цех хута ярасшӑн. Ҫапла ҫулталӑкне 2 пин ытла тонна аш-какай туса илесшӗн. Патшалӑх енчен те пулӑшу кӳме хатӗр.

Ял хуҫалӑх министерствин кӑҫалхи планӗ тӑрӑх, республикӑри чӑх-чӗп фабрикисен 282 миллион та 300 пин ҫӑмарта туса илмелле. Ку вӑл пӗлтӗрхипе танлаштарсан 28 процент нумайрах.


Диана Иванова, Игорь Ульянов