"Мадагаскар" суту-илӳпе кану центрӗнчи 4-мӗш хутри кинотеатр залӗнче "хӗрлӗ автан" ташлама пуҫланӑ. Сӑлтавӗ - вут тӗртни. Кунта тӑрӑшакансем пӗр тӑхтамасӑр пушар тухнине асӑрхаттаракан тытӑма ҫутаҫҫӗ. Ҫулӑма лӑплантарма ҫӑлавҫӑсем часах ҫитрӗҫ. Кунтах оперативлӑ штаб ӗҫе пуҫӑнчӗ. Лару-тӑрӑва ҫӳлтен те асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Ҫакна валли сывлӑша коптер хӑпартрӗҫ. Мӗн пулса иртнине хӑвӑрт хак памалла та тивӗҫлӗ йышӑнусем тумалла.
Шалта 10 ҫын юлнӑ. Кун пек чухне кашни ҫеккунт шутра. Тӗтӗмпе чыхӑнса вилес хӑрушлӑх пысӑккине кура инкеке лекнисене ҫӑлав хатӗрӗсем - сывлаттаракан маскӑсем - тӑхӑнтартса урама илсе тухрӗҫ. Медицина ӗҫченӗсем вӗсене пулӑшу кӳме хатӗр тӑчӗҫ. Вӗренӗве хутшӑннӑ мӗн пур васкавлӑ службӑсем хӑйсен тивӗҫне пӗлсе пурнӑҫланине палӑртрӗҫ Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче.
Суту-илӳ центрӗнче ӗҫлекенсем те ҫапла майпа хӑйсене тӗрӗслеҫҫӗ. Сӑмах май, пушар хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне кунта тимлӗхре тытаҫҫӗ.
Инкек куҫа курӑнса килмест, теҫҫӗ. Суту-илӳпе кану центрӗсенче вара ҫын яланах йышлӑ. Ҫавна май ҫакнашкал вӗренӳ пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк. Пушар сӳнтерекенсем ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Хальхинче хӑйсен умне лартнӑ тӗллевсене вӗсем йӑлтах пурнӑҫларӗҫ.
Екатерина Фомина, Димитрий Макаров